Паян, кăрлачăн 23-мĕшĕнче, Наци библиотеки хăйĕн çавра çулне халалланă пысăк мероприяти ирттерет. Вăл 155 çул тултарать.
Çавна май вулавăшра «Юрататăп! Вулатăп! Парнелетĕп!» кĕнеке ыр кăмăллăх марафонĕ старт илĕ. Библиотека ĕçне хастар хутшăннисене вара Тав хучĕ тата Хисеплĕ вулаканăн билетне парĕç.
Пухăннисене пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ юрăсемпе савăнтарĕç. Мероприяти 14 сехетре акт залĕнче пуçланĕ.

