Кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова тÿрĕ эфир ирттернĕ. Эфир вăхăтĕнче регионăн сывлăх сыхлав системин аталанăвĕ- пе çыхăннă ыйтусем çине туллин хуравланă. Калаçу вăхăтĕнче асăннă сферăн çирĕп- летнĕ стратегине те пысăк тмлĕх уйăрнă.
Тÿре эфира пĕтĕмпе çĕр ытла ыйту килнĕ. Вĕсем çине ведомство представителĕсем çийĕн- чех хуравсем пама тытăннă. Паллах, пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ, вĕсене кĕске вăхăтра пăхса тухса кашнинпех татăклă хурав пулĕ. Çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе министр хăй çирĕп контроллесе тăрĕ.
Тÿрĕ лини вăхăтĕнче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалли тĕп задачăсене палăртнă:
- Медицина пулăшăвĕ çывăхра пулни тата вăл республикăра пурăнакан кашни çын патне кĕске вăхăтра çитме пултарни.
- Инфраструктурăна çĕнетсе пыни, кивĕ медучрежденисен шутне чакарни. Çакă çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парасси çине тÿрремĕнех пырса тивет.
- Кадрсемпе тивĕçтерни, дефицитлă специалистсене ĕçе явăçтарни.
- Пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне аталантарни, çынсен йывăр операцисемпе процедурăсем тума ытти регионсене тухса çÿремелле ан пултăр.
Лариса Тарасова аталану стратегийĕ «Вăрăм тата хастар пурнăç», «Çемье» наци проекчĕ- семпе килĕшÿллĕн пулса пынине палăртса хăварнă: «Çак проектсен ячĕсем хăйсемех çынсем вăрăм ĕмĕрлĕ, вĕсен пурнăçĕ пахалăхлă пултăр тата демографи кăтартăвĕ лайăхланса пытăр тесе калаççĕ», _ пĕлтернĕ вăл.

