Кăçалхи хĕл чăн-чăн хĕл кунĕсене аса илтерет. Шартлама сивĕсем те хуçаланаççĕ, çил-тăман та кăпăшка юра час-часах вĕçтеркелет.
Канаш тăрăхĕнчи çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем тата коммуналлă службăсен хастарĕсем унăн хулăнăшне капашсăр ÿссе кайма памаççĕ. Хула урамĕсене тата картишсене вăхăтра тасатса тăраççĕ. Ĕçе хă- вăртлатма ятарлă хăватлă техникăпа усă кураççĕ. Тĕп урамсенче, тĕртсе пуçтарăннă хыççăн бордюрсем çумне капланнă юра вара, погрузчикпа тиесе самосвалсемпе турттарса тухаççĕ. Тротуарсене вăхăтра хырса хăйăрпа тăвар хутăшне сапаççĕ, автобус чарăнакан вырăнсене те типтерлĕ тытаççĕ. Ял хушшинчи урамсенче те йĕрке хуçаланать.

