Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Шăхаль сали миçере-ши тата унăн несĕлĕсем ăçта пурăннă?

Шăхаль сали миçере-ши тата унăн несĕлĕсем ăçта пурăннă?


Паянхи кун Шăхаль сали Канаш районĕнчи Кăшнаруй ял поселенинче шутланса тăрать. Вăл Кĕçĕн Çавал юхан шыв хĕрринче, суллахай енче вырнаçнă. Илемлĕ вырăнта вырнаçнă тесе каласшăн.
Кăшнаруй вара поселенин тĕп ялĕ пулать. Унта çитме çур сехет утмалла. Ĕлĕкех пĕр хушă Шăхаль салин амăш ялĕ малтан Хусан, ун хыççăн Етĕрне тата каллех Хусан уесĕнче шутланса тăнă пирки çак ял çинчен кирлĕ хыпарсем архив- сенче тупма йывăр. Налукĕсене те унта та кунта та тÿлленĕ. Анчах та хам мĕн пĕлнине, тупса вуланине тата унччен кам мĕнле çырнисене Канаш хаçатăн тусĕсене тата ăна вулакансене паллаштарас терĕм. Интернета та кĕрсе пăхрăм. Картинки тăрăх пĕлтĕр, 2025 çулта, ялĕ 345 çул тултарнине пĕлтĕм. Ун пек пулсан Шăхаль салине 1680 çулта никĕсленĕ пулас. Хальхи вăхăтра Чăваш энциклопедийĕ паллă кĕнеке. Унта Шăхаль сали пирки кĕскен çапла çырнă.
«Шигали, Шăхаль ?Чиркÿллĕ Шăхаль до 1927/ – село в Канаш. р-не Кошноруйского сел. поселения. Расположено на левом берегу р. Малый Цивиль. Основано переселенцами с Арской даруги Казан. у. в 16–17 вв. Историч. названия: Дальние Шигали, Шигали. Воскресенское тож. Жители – чуваши. Действующий храм Обновления храма Воскресения Христова ?1764–1936, с 1990/. В составе Казан. у., Шибылгин. волости Цивил. у. в 17 в. – 1927… Число дворов и жителей: в 1795 – 140 дворов, 418 муж., 389 жен. Автор: О.Ю. Плешкова».
Канаш районĕн энциклопеди çук пирки унтан нимех те çырса илеймерĕм.
Чăваш энциклопедийĕ çинче пурне те тĕрĕс çырман тесе калаймастăп. Кунта пирĕн истори валли çирĕплетнĕ ялăн ячĕ те пур. Анчах та çав вăхăтрах ăнланмасăр çырнă йăнăшсене куртăм. Кунта ялăн малтанхи ятне çырнă. Чăнах та чиркÿ лартиччен ялне вырăсла Дальние Шигали е чăвашла Анат-ри Шăхаль тенĕ. Хусан уесĕнчех шутланса тăнă. Анчах та архиври документсем тăрăх унăн амăш ялĕ пур.
Иккĕмĕш Кĕтерин патша хушăвĕпе 1780 çулсем пуçламăшĕн- че уеспа хулана ертсе пыракан воеводăн должноçне пĕтернĕ. Çĕр çинче ĕçлени халăха экономика енчен усăллăрах пултăр тесе уессемпе вулăссен çĕр лаптăкĕсене тата вулăссен ячĕсемпе вĕсен тĕп ялĕсене те улăштарнă. Çĕрсене тепĕр хут виçсе тĕрĕсленĕ. Ун хыççăн нумай выççелккă шăтса тухнă. Ĕлĕкех Шăхаль ялĕсем Хусан уесĕнче шутланса тăнă пулсассăн çак реформăпа вĕсене Çĕрпÿ хули çывăхра пулнăшăн Çĕрпÿ уесне кĕртнĕ. Çак реформă пулса иртнĕ хыççăн уессен çĕр лаптăкĕн карттисене ÿкернĕ. 1790 çулсем пуçламăшĕнче ÿкернĕ Çĕрпÿ уесĕн картти çинче Старые Шигали ятлă ял пур. Вăл Тюрарка юхан шывĕн пĕр йĕппи вĕçĕнче вырнаçнă. Çак ял 17-мĕш ĕмĕрте Çĕрпÿ уесĕн çĕр лаптăкĕнче вырнаçнă тата пурăннă пулсан та Шигали ятпа Етĕрне уесĕнче шутланса тăнă. 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çак Шăхаль ялĕн выççелкки палăрнă. Ăна Анат-ри Шăхаль е хутсем çине вырăсла Дальние Шигали тесе çырнă. Кивĕ Шăхалĕн ?Старые Шигали/ выççелкки Анатри Шăхаль ?Дальние Шигали/ палăрнă хыççăн Кивĕ Шăхальне Аслă Шăхаль ?Большие Шигали/ тесе çырма пуçланă. Чăваш энциклопедийĕ пĕлтернĕ тăрăх 1764 çулта Анатри Шăхальте йывăç чиркÿ Христос Чĕрĕлнĕ ятпа лартнă. Ун хыççăн ăна Шăхаль сали теççĕ. 1780 çулхи перепиç тăрăх Шăхаль салинче тĕне кĕнĕ 971 çын пурăннă. Тавралăхра питĕ пысăк ял пулнă. Анчах та 1850 çулсенче ялта 59 киль шутланса тăнă, 114 арçын, 112 хĕрарăм пурăннă. Сахал çын пурăнни салин нумай выççелккисем палăрнине пĕлтерет. Тата çав перепиç Шăхаль салин тепĕр ят пулнине пĕлтерет. Ăна халăх хушшинче е пĕр урамне Пушар тенĕ.
Ялта йывăç чиркÿ лартнă хыççăн хĕрĕх çул ытла иртнĕ. Ĕлĕк çурт тăррисене çумăртан хÿ-
термелли хальхи пек чаплă материалсем пулман. Çавăнпа та чиркÿ çурчĕ 40 çул таранччен турра ĕнекенен халăха усă пани питĕ лайăх пулнă. Нимех те тăваймас- тăн. Вăхăтран йывăç кивелет е çĕрме пуçлать. Шăтăксем курăнма пуçлаççĕ. Çавăнпа та 1806 çулта Хыçалкас Энтрияльпе Ешкилт ялĕсенче пурăнаканскем Василий Ивановпа Василий Константинов пуху иртернĕ. Вĕсем кивелнĕ чиркÿ вырăнне çĕнĕ чиркÿне кирпĕчрен хăпартса лартма сĕннĕ. Пуçтарăннă халăх çĕнĕ сĕнÿпе килшнĕ. Çак пухура пулнă Кивĕ Шăхаль, Шăхаль, Ешкилт, Хыçалкас Энтрияль, Улаксар, Тури Сурăм, Анат Сурăм, Çĕнĕ Пинер тата Энтрияль ялĕсенче пурăнакансем. Çавăн пекех Высоковкăран килнĕ улпутăн мăшăрĕ майорша Анна Александровна Есипова тата Митриевскă ялĕн хуçи Дмитрий Леонтьев улпучĕ пулнă. Пухура Хусан тата Чĕмпĕр архиепископĕ Павăлĕ патне кивĕ чиркĕве пăсма тата ун вырăнĕнче çĕннине тума ирĕк пама ыйтнине йышăннă.
1774 çулхи утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче ирех халăх пăлхавĕн ертÿçи Емельян Пугачев Атăл урлă каçса Сĕнтĕрвăрри экономика салине кĕнĕ. Пулăмсем хăвăрт аталаннă. Вырăс патшин çарĕсем çитсе тытасран хăраса вăл хăйĕн ушкăнĕпе тепĕр талăкран Çĕрпÿ уесĕнчен тухса кайса Етĕрне уесне çитнĕ. Сĕнтĕрвăрри салинчен Çĕрпÿ уес чиккине çитме 60 çухрăм ытла каймалла. Хăйсен çулĕ çинче вĕсем халăха пăлхатса хăварнă, вилĕмпе аркану тата айăпсем нумай туса хăварнă. Чăваш хушшинче халăх тавăрăвĕ те тÿрех тухнă. Вĕсем вăрă-хурахла тапăнусем тунă. Ытларах хаярлăх пачăшкăсене, пуянрах тата пуян, çар тата халăха кÿрентернĕ çынсене лекнĕ. Ун пек халăха çаратнипе айван çынсем пуянланса юлнă теççĕ. Анчах та Пугачев çарне хаяррăн пусарнă хыççăн халăх пăлхавне те пусарнă. Халăх пăлхавĕ вырăс Катерина патшине те самаях хăратнă. Татах чăваш хушшинче халăх пăлхавĕ тухасран хăраса Шупашкар, Çĕрпÿ, Етерне тата ытти уессенче вырăс çар полкне вырнаçтарнă. Офице- рĕсемпе салтакĕсем тата лашисем ялсенче пурăннă.
1778 çулта Çĕрпÿ воевочĕ премьер-майор Н.Е. Рылеев Хусан кĕпĕрнин губернатăрне Илья Богданович Бибикова полк подразделенийĕсене ялсем тăрăх тĕрĕс мар вырнаçтарни çинчен каласа панă. Вырăсла çапла çырнă.
«…тот полк квартирует тому 5-й год и обыватели Цывильского уезда по состоянию их 13 тыс. душ очередью обошлись раза по четыре, а по городу Чебоксары и уезду состоит душ против здешнего вдвое больше. В числе коих многие селения до сих пор постоя не имели. При том к тому же к Чебоксарскому уезду определены по смежности других городов уезды. Поэтому жители Чебоксарского уезда несут льготу, а цывильские в тягость. Как близ г. Цывильска состоит в смежности Казанского уезду село Шигали с околодками в верстах 15, а в них дворов до 300 в коих довольно можно поместить квартирования одной роты…».
Çак çыру хыççăн пĕр ротине е 100 салтакпа офицерĕсене Хусан уесри Шăхаль сали тăрăхĕнчи ялсенче вырнаçтарнă.
18 ĕмĕр вĕçĕнче Шăхаль салинче чиркÿ пулнăшăн Шăхаль вулăсне уçнă. Тавралли ялсене çĕнĕ вулăс шутне кĕртнĕ. Вĕсен шутĕнче Чурачăк сали те пур.
Катерина патша ирттернĕ реформă хыççăн ватă ялсенчен нумай килсем уйăрăлса тухса çĕнĕ ялсем йĕркелесе янă. Нумайăшĕн ĕлĕкех пулнă ял ячĕсем те улшăннă. Çапла вара 19 ĕмĕр вĕçнелле Кивĕ Шăхаль ял ячĕ çухалать. 1912 çулхи Çĕрпÿ уесĕн картти çинчен Кивĕ Шăхаль вырăнне Анчиккасы тесе çырнă. Çапла вара Шăхаль салин амăш ялĕ халĕ Анчăккасси пулать. Халĕ Анчăккасси Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси ял поселенинче шутланса тăрать. Ку калавăн пĕррĕмĕш пайĕ пулчĕ. Иккĕмĕш пайĕ ытти номерсенче тухĕ.
Александр СТЕКЛОВ,
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *