Шупашкарта Раҫҫейри халӑхсен пĕрлĕхĕн тата Чӑваш Республикинчи халӑхсен туслӑхĕн ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Трактор тӑвакансен культура керменĕнче иртекен савӑнӑҫлӑ уява Чӑваш Ен Пуҫлӑхĕ Олег Николаев хутшӑннӑ. Олег Алексеевич пухӑннисене саламланӑ май, Раҫҫейре питĕ нумай наци тата национальноҫсем пĕр ҫемьери пек килĕштерсе пурӑннине палӑртнӑ. Чӑваш Енре вара 120 наципе национальноҫ ҫураҫуллӑ, килĕшӳллĕ пурӑнать. 34 наципе культура автономи центрне йĕркеленĕ.
Сӑмах май, нарӑс уйӑхĕн 3-мĕшĕнче Трактор тӑвакансен культура керменĕнче йĕркеленĕ мероприятире тĕрлĕ наци культурине тата вĕсен йӑли-йĕркине кӑтартса паракан куравсемпе паллашма май пулнӑ. Ҫавӑн пекех тĕрлĕ халӑх ташшине те ташлама йыхравланӑ. Уява пуҫтарӑннисем ҫармӑссен кĕслине те итлесе киленме пултарнӑ.

