Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Фестиваль тĕрлĕ ăру артисчĕсене пĕрлештерет

Фестиваль тĕрлĕ ăру артисчĕсене пĕрлештерет


Нарăс уйăхĕн 1-28-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш кĕввин фестивалĕ иртет. Кăçал ăна «Атăл Опера» театрта 15-мĕш хут йĕркеленĕ.
Фестивале уçнă кун театрăн пĕр залĕнче ӳнер куравĕ ĕçлеме тытăннă. Экспозицире И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе музыка пĕлĕвĕн факультечĕн бакалавр студенчĕсен ĕçĕсене курма пулать.
Программа Федор Васильевăн «Шывармань» оперипе уçăлнă. Çак спектакль театршăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Чăваш оперăпа балет театрĕн историйĕ 1960 çулта шăпах унран пуçланнă. Халĕ те вăл сцена çинче тĕрлĕ ăру артисчĕсене пĕрлештерет. Опера пынӑ вăхăтрах залра ларакансем Чăваш Енĕн илемлĕ вырăнĕсене те курса киленеççĕ.
Фестиваль малалла пырать. Нарăсăн 19-мĕшĕнче «Нарспи» опера (Г. Хирпӳ) куракан умне тухĕ, нарăсăн 27-мĕшĕнче – «Аттила. Легенда çурални» балет (А. Галкин). Нарăсăн 28-мĕшĕнче вара гала-концерт иртĕ, унта Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Айдар Гайнуллин хутшăнĕ.
Билетсене «Çемье» наци проектне кĕрекен Пушкин карттипе туянма пулать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *