Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Çар çыннисен патшалăх наградисене панă

Çар çыннисен патшалăх наградисене панă


Канаш тăрăхĕн администрацийĕнче Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕленĕ чухне пуç хунă паттăрсен наградисене панă. Патшалăх наградисене çапăçу хирĕнчен таврăнайман çар çыннисен тăванĕсемпе çывăх çыннисем тухса илнĕ.
Орденсемпе медальсене округ пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Захаров тата Канаш хулин, Канашпа Тăвай районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов панă.
Паттăрсен ячĕсем ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асăмăрта упранĕç, вĕсен ячĕсем ылтăн саспаллисемпе пирĕн округăн историне яланлăхах çырăнса юлĕç. Хăйсен пурнăçĕпе сывлăхне шеллемен çар çыннисене сума сăвасси _ пирĕн сăваплă тивĕç!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *