Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче кăçал шкултан вĕренсе тухма хатĕрленекенсем Шăхасан салинчи культура çуртне пуçтарăннă. Пĕтĕмпе _ 286 çамрăк, вĕсем хальхи вăхăтра округри шкулсен 9-мĕш тата 11-мĕш класĕсенче пĕлÿ пухакансем.
Çак тĕллевлĕ мероприятие «Работа России» вырăнти кадрсен центрĕ йĕркеленĕ. Тĕлпулăва Шупашкарпа Канаш хулисенчи професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисен специалисчĕсене йыхравланă. Вĕсем пулас студентсене хăйсем патĕн-че мĕнле професси илме май пуррине уçса панă, тĕллевлĕ вĕренÿ йĕркипе паллаштарнă, алла диплом илсен ĕçе вырнаçмалли гарантисем çинчен каланă.
Мероприятире теори пайĕпе пĕрлех интерактивлă лапамсем те ĕçленĕ. Шкул ачисем пилотсăр вĕçев хатĕрĕсене вĕçтерме вĕреннĕ, бульдозера вырăнтан хускатма хăнăхнă, профессипе çыхăннă тестсем тухнă. Сĕт тата нефть хутăшĕсене тĕпченĕ. Çак хăнăхусем професси туртăмне анлăрах палăртма май панă.
«Молодая Гвардия» тата «Навигаторы Детства» ушкăнсен волонтерĕсем пулас студентсене лапамсенче ориентир илме пулăшнă, çакă консультантсене те хăйсен ĕçне тухăçлăрах йĕркелеме май панă.
Çакăн евĕр тĕлпулусем пулас профессие палăртнă чухне питех те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Çавăнпа та мероприяти йĕркелÿçисем çак практикăна çирĕп тытса пырассине палăртнă.

