Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ĕç йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ

Ĕç йĕркине çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ


Канаш тăрăхĕнчи хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх еплерех хĕл каçнине пăхса тĕрĕслесе тăма ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ. Çак йышра тăракансем тăтăшах ял хуçалăх предприятийĕ- семпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенчи фермăсене çитсе килеççĕ.
Нумаях пулмасть округăн ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Татьяна Алексеева тата Сергей Васильев тĕп эксперт специалист çула тухнă. Чи малтанах вĕсем Никонов фермерăн ĕне фермипе паллашнă. Хуçалăхра 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ. Вăл шутран 70-шĕ _ сăвакан ĕнесем. Пĕр ĕне пуçне унта талăкра 25 килограмм ытла сĕт сăваççĕ. Иртнĕ çулта кашни ĕнерен вăтамран 8022 килограмм сĕт суса илнĕ. Çакă иртнĕ тапхăрпа илсен 103 процентпа танлашнă. Выльăх-чĕрлĕхе Никоновсем тĕрлĕрен апатпа тăрантараççĕ, вĕсен умĕнче утă-улăмсăр пуçне патока, жмых тата минераллă хутăшсем пур. Ĕнесене искусственной майпа пĕтĕлентереççĕ, çакă ăратлăха тытса пыма тата фермăри ĕç йĕркине çирĕп тытса пыма май парать.
Ĕçлĕ ушкăн çавăн пекех «Исток» пĕрлĕхпе Николаев фермерăн хуçалăхĕсене те кĕрсе тухнă. Асăннă хуçалăхсен фермисенче выльăх-чĕрлĕхе зооветеринари ыйтăмĕн йĕркипе килĕшÿллĕн тытаççĕ. Тĕрлĕ-рен чир-чĕре хирĕçле пуçарнă мĕнпур профилактика ĕçне ятарласа çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн туса пыраççĕ.
Ĕçлĕ ушкăн пулнă хуçалăхсенче пуринче те апат çителĕк- лĕ хатĕрлесе хăварнă, выльăх-чĕрлĕх енĕпе хаклакан кăтартусем тивĕçлĕ шайра.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *