Пирӗн республикӑра чӑваш тӗррин конкурсӗ иртӗ. Ӗҫсене Чӑваш тӗррин музейӗ чӳк уйӑ- хӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗ.
«Пурӑн, чӑваш тӗрри» ҫӗршыв шайӗнчи конкурса хутшӑнакансен пиҫиххи тӗрлемелле. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтарас тенӗ.
«Туслӑх пиҫиххийӗ» номинацие хутшӑнакансем ытти халӑх пиҫиххине те тӗрлеме пултараҫҫӗ.

