Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитет. Юбилей çулталăкĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хамăр республикăра пурăнакан вăрçă ветеранне Зинаида Андреевна Канована çывхарса килекен уявпа саламланă, асăнмалăх парне панă.
Çĕр çула çитнĕ Зинаида Андреевна хаклă хăнана ăшшăн кĕтсе илнĕ, сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ май хйĕн кун-çулĕпе паллаштарнă. Ветеранăн пысăк çемье, çак йышра ачин ачисем те йышлăн.
«Эсир пире хавхалантаратăр. Ума ларт-нă тĕллевсене пурнăçа кĕртме çутă шанăç паратăр. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр. Сирĕн пысăк тата лайăх çемье. Вĕсем чылай япала çинчен çывăх çын каласа панă тăрăх пĕлни пĕлтерĕш- лĕ. Эсир вĕсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче», _ палăртнă Олег Николаев.
Вăрçă çулĕсенче Зинаида Андреевна Сăр тăрăхĕнчи хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă. 18 çул тултарсан хĕре çара илнĕ. Вăл Серпухов хулинчи хĕрарăм-стрелоксен 1-мĕш полк-не лекнĕ. Унта ăна радист пулма вĕрентсе хатĕрленĕ. Каярах хĕр хăйĕн пĕлĕвне Горький хулинче малалла аталантарнă. Тăшмана тĕп тума 1-мĕш Украина фрончĕн йышĕнчи салтаксемпе пĕрле хутшăннă, ăна ефрейтор звани панă. Вăл Берлина çитнĕ, киле 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче таврăннă. Ăна чылай сумлă çар награди парса наградăланă.

