Ытларикун Канаш тăрăхĕнче Канашри медицина центрĕн малашлăхри çирĕп аталанăвне сÿтсе явнă. Ун çумне çитес вăхăтра Йĕпреçпе Канаш тăрăхĕсенчи тĕп район больницисем пĕрлешмелле. Çавна май округра пурăнакансемпе депутатсем тĕлпулу вăхăтĕнче улшăнусен ырă енĕсене тимленĕ, хăйсен шухăшĕ- сене палăртнă тата ыйтусем панă.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова палăртнă тăрăх, паянхи майсене тĕллевлĕн усă курни Канаш тата Йĕпреç округĕсенче пурăнакансен сыв- лăхне тимлессине татах та лайăхлатма пулăшĕ. Медицина ĕçченĕсен йышне чакарма палăртман. Пирвайхи пулăшу тĕлĕшпе те улшăну пулмĕ. Вырăнти халăх малтан сипленнĕ тухтăрсем патнех çÿрĕ. Ытти специалистсен шучĕ те ÿсĕ.
Тĕлпулу вăхăтĕнче палăртса хăварнă кашни шухăша тĕплĕн тĕпчесе тухĕç, малашлăхри тĕллевсене палăртнă чухне шута илĕç.

