Канаш тăрăхĕн администрацийĕнче çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Çак мероприяти «Единая Россия» партин «Школа ЖКХ» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ. Унта вырăнта пурăнакансем специалистсенчен ЖКХпа çыхăннă çивĕч ыйтусем çине хуравсем илтме пултарнă.
Тĕлпулу вăхăтĕнче капиталлă юсав темине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çынсем çак программăна мĕнле ĕçсем кĕнипе тата вĕсен пахалăхне тĕрĕслесе хак парассипе кăсăкланнă. Специалистсем коммуналлă тÿлев йĕркипе тĕплĕн паллаштарнă, кил-хуçалăхра энергие перекетлес тĕлĕшпе усăллă сĕннÿ-канаш панă.
Прием вăхăтĕнчи кашни ыйтăва çирĕп контроле илнĕ. Вĕсене кашнине кĕске вăхăтра татса парассипе çине тăрса ĕçлĕç.

