Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Космос темипе çыхăннă документсем упранаççĕ

Космос темипе çыхăннă документсем упранаççĕ

Кăçал, ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, пĕрремĕш космонавт Тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе 65 çул çитрĕ. Çак паллă пулăма халалласа, çĕршыври ытти пĕлÿ учрежденийĕсенчи пекех, Çеçпĕл шкулĕнче те тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç.

Вĕсенчен пĕри — шкулти «Туслăх» музейĕнчи ăсталăх класĕ. 2-5-мĕш классенче вĕренекенсене пĕрремĕш космонавт çинчен тĕплĕн тата ăнланмалла шкул музейĕн директорĕ Александр Петров каласа кăтартрĕ.

Музейра тĕп фондсен йышĕн-че космос темипе çыхăннă чыдай документсем упранаççĕ. Вĕсенчен пĕри — «Чăваш кăйкăрĕнчен автограф илни». Ку ĕç 1975-мĕш çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Канашри Культура керменĕнче пулса иртнĕ. Пирĕн чăваш «кăйкăрĕ», Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал майорĕ Николаев А.Г. Канаш хулинче суйлавçăсемпе тĕл пулнă. Ун чухне автогрофа Канашри педагогика училищинче вĕренекен 4-мĕш курс студентки Александра Петрова тĕлпулу хыççăн сцена çине хăпарса Николаев А.Г. космонавтран илнĕ пулнă.

Халĕ педагогика тата ĕç ветеранĕ Кириллова А.Я. — тивĕçлĕ канура. Вăл 40 çул ытла Уралта, шкулта, унтан Çеçпĕл вăтам шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Каярах аслă классенче вырăс чĕлхипе литературине ертсе пынă. Музея çакăн пек сумлă сăн ÿкерчĕк парнеленĕшĕн Александра Яковлевнана çирĕп сывлăх, нумай çул пурăнма телей сунатпăр.

Альбина ВАСИЛЬЕВА

кĕçĕн классен вĕрентекенĕ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *