Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Президент полкĕнче службăра тăрĕç

Президент полкĕнче службăра тăрĕç

Канаш хулин, Канаш тата Тăвай округĕсен çар комиссариатĕнче çамрăксен черетлĕ ушкăнне салтака ăсатнă. Çичĕ йĕкĕтрен тăваттăшĕ Президент полкĕнче службăра тăрĕ.

Мускав Кремĕлĕн пулас сыхлавçисен йышне Шăхасан каччи Даниил Смолин та лекнĕ. 20 çулти йĕкĕт салтак атти тăхăниччен Шупашкарти элетромеханика колледжĕнче вĕреннĕ, программист профессие алла илнĕ.

Президент полкне лекнĕ салтаксем Кремĕле сыхланипе пĕрлех хисеплĕ караулта тăрĕç, парада тата ытти официаллă меропрятие хутшăнĕç. Пирĕн ентешсем те çак хисепе тивĕçни чун-чĕрере чăнласах та мăнаçлăх туйăмĕ çуратать.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *