Суббота, 27 апреля, 2024
Главная > Публикации > Кашни ыйтупа — тивĕçлĕ хурав

Кашни ыйтупа — тивĕçлĕ хурав

Ĕнер, раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин тÿрĕ эфирта çулталăка пĕтĕмлетнĕ. Пресс-конференцие тĕрлĕ регионти журналистсем тата ют çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсем хутшăннă. Раççейре пурăнакансем тÿрĕ линие икĕ миллион ытла ыйту ярса панă. Вĕсене çĕршыв пуласлăхĕ тата унти улшăнусем ытларах кăсăклантарни палăрнă.

Пысăк пресс-конференци тăватă сехет ытла тăсăлнă. Владимир Путин Президент студире 80 ытла ыйту çине хуравланă. Тÿрĕ линие килнĕ пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармĕç, кашнинпе тивĕçлĕ хурав пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *