Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Экологи акцине хутшăннă

Экологи акцине хутшăннă

Канаш лесничествинче йывăç лартассипе пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттернĕ. Çак экологи акцине тĕрлĕ ÿсĕмри ентешсем хастар хутшăннă. Мероприятие «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Вăл тăван тавралăх илемне тытса пыма, вăрмансене çĕнетме тата çынсене çут çанталăка юратма вĕрентме пулăшать.

Йывăç лартассипе пуçарнă тĕллевлĕ акцие «Единая Россия» фракцин членĕсемпе депутатсем тата Вăрăмпуç шкулĕнче вĕренекенсем хутшăннă. Пĕтĕмпе — 40 çын. Пĕрле вĕсем вуншар хунав лартса пысăк тата пĕлтерĕшлĕ ĕç туса ирттернĕ.

Çанталăк та вăл кун ĕçлеме питĕ меллĕ пулнă. Вăрманти уçă сывлăш çут çанталăк тусĕсене тăрăшса ĕçлеме вăй-хăват парса тăнă. Пĕрлехи ĕç вара хăвăрттăн пулса пынă. Унăн кăтартăвĕ килес çулсенче хăйĕн илемĕпе кашнине савăнтарма пултарĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *