Четверг, 28 марта, 2024
Главная > Публикации > Батарейкăна тухса ан пăрахăр

Батарейкăна тухса ан пăрахăр

Канашри муниципаллă округăн администраци çуртне кĕрекенсем тамбурта пысăках мар ещĕк ларнине асăрханă ахăртнех. Тимлесе пăхсан унта усă курнă батарейкăсем выртнине курма пулать. Вĕсене пуçтарса типтерлĕ ăсатас тĕлĕшпе акцие округ администрацийĕ тата волонтерсен «ЭпирПĕрле» штабĕ йĕркеленĕ.

«Заряд тытакан хатĕрсенче çын организмне сиен кÿме пултаракан металсем — ртуть, свинец, кадмий, никель, марганец, литий упранаççĕ. Вĕсене çут çанталăка тĕлли-паллисĕр тухса пăрахсан чĕр чунсем çеç мар, çынсем те аптăрама пултараççĕ», — асăрхаттараççĕ волонтерсем. Енчен те батарейкăсене пуçтарса парсан ятарлă заводсенче вĕсенчен тĕрлĕрен усăллă хатĕрсем хатĕрлесе кăларĕç (электрод, пралук тата ытти).

Батарейка пуçтармалли ещĕк Канаш хулинче Çĕнтерĕве 30 çул урамри 87-мĕш çуртра вырнаçнă. Усă курнă батарейкăсене унта вырнаçтарнă ещĕке кирек кам та пĕр чăрмавсăр кĕрсе яма пултарать. Малтанлăха палăртнă тăрăх, акци çурла уйăхĕн15-мĕшĕччен пырĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *

*

code