Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе Канаш тăрăхĕнче пурăнакансем «Ниме — халăх бюджечĕ» проектпа хастар ĕçлеççĕ. Вырăнта пурăнакансем ĕçе кĕртмелли объектсене хăйсем суйласа илсе палăртаççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне пĕрлехи ĕçĕн пĕрремĕш кăтартăвĕсем те пур.
Кайри Ăнтавăш ялĕнче автоçултан Николаев урамĕ патне пыракан çула юсанă. Шăхасан салинче Солнечный микрорайонти подстанцирен масар çине каякан çула йĕркене кĕртнĕ. Çак объектсене çынсем хăйсем палăртнă, вĕсене ĕçе кĕртессипе хăйсем те курăмлă тÿпе хывнă.
Кăçал тĕллевлĕ программăпа Канаш тăрăхнче пĕтĕмпе 96 проекта ĕçе кĕртмелле, вĕсенчен 82-шĕ ял-салара вырнаçнă, 14-шĕ — Канаш хулинче.

