Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Канаш округĕнче Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе пĕрле «Уçă калаçу» иртрĕ. Ку проект Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Сергей Артамоновăн хушăвĕпе пурнăçланать. Тĕлпулăва йĕркелесе ертсе пыраканĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Олег Марков пулчĕ.
Анлă мероприятие Правительство членĕсем, депутатсем, старостăсем, предприятисемпе учрежденисен ертÿçисем, общественность представителĕсем, çамрăксем, предпринимательсем, социаллă сфера ĕçченĕ-
сем, ятарлă çар операцине хутшăнакансем, çавăн пекех педагогсем, агрономсем, ветерансем, пенсионерсем тата округра пурăнакансем хутшăнчĕç.
«Уçă калаçу» вăхăтĕнче территорие аталантармалли тĕп çул-йĕрсене халалланă пилĕк тематика площадки ĕçлерĕ, çав шутра: «СВОна хутшăнакансем, волонтерсем», «АПК, предпринимательлĕх, промышленноç», «Çамрăксем», «Социаллă сфера», «Строительство, çулсем, ЖКХ».
«Уçă калаçăвăн» тĕп тĕллевĕ – округ аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явасси, малашнехи ĕçĕн приоритетлă çул-йĕрĕсене палăртасси тата пĕрлехи йышăнусем тăвасси. Тимлĕхре — агропромышленноçпа строительство комплексĕсем, çул-йĕр хуçалăхĕ, ЖКХ, социаллă сфера, çавăн пекех «Ниме — Халăх бюджечĕ» тата «Раççей ялĕ» проектсене пурнăçа кĕртесси.
Мероприяти вăхăтĕнче профильлĕ вице-премьерсем округăн хальхи лару-тăрăвĕ тата пĕтĕмĕшле республика аталанăвĕ çинчен докладсем турĕç.
«АПК, предпринимательлĕх, промышленноç» тематика площадкинче Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе, фермерсемпе тата предпринимательсемпе агропромышленноç комплексне малалла аталантарассине, патшалăх бизнеса кÿрекен пулăшу мерисене, округăн инвестици вăй-хăватне, çавăн пекех производствăна тата предприниматель ĕçне аталантармалли ыйтусене сÿтсе яврĕ. «Ниме – Халăх бюджечĕ» тата «Раççей ялĕ» программăсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕç. Вĕсем çынсене хăйсен ялĕсене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе приоритетлă проектсене палăртма май параççĕ.
Министр çавăн пекех волонтерсемпе тĕлпулусем ирттерчĕ, граждансене харпăр ыйтусемпе йышăнчĕ, 2027 çула валли «Ниме – Халăх бюджечĕ» программăпа заявкăсем йышăнассине çынсемпе сÿтсе яврĕ. Андрей Макушев хăйĕн докладĕнче ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕн индексĕ-
пе Канаш округĕ регионăн малта пыракан виçĕ муниципалитечĕн йышне кĕнине, республикăри тыр-пул тухăçне йĕркелес ĕçе те сисĕнмелле тÿпе хывнине палăртрĕ.
«Строительство, çулсем, ЖКХ» площадкăра регионти транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров тата строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Максимов строительство отраслĕн, çул-йĕр хуçалăхĕн тата çурт-йĕрпе коммуналлă комплексăн представите-
лĕсемпе наци проекчĕсемпе патшалăх программисене пурнăçа кĕртес, инженерипе çул-йĕр инфратытăмне аталантарас, общество лаптăкĕсене тирпей-илем кĕртес, объектсене тĕпрен юсас тата коммуналлă пулăшусен пахалăхне ÿстерес ыйтусене пăхса тухрĕç.
Канаш округĕнче строительство сферинчи кăтартусем аван: пĕлтĕр республикăра строительство енĕпе 83 миллиард тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă, çав шутра Канаш округĕнче 671,5 миллион тенкĕлĕх. Ку цифра округра строительствăпа юсав ĕçĕсем активлăн пурнăçланнине кăтартать.
Çулсем енчен илсен те Канаш округĕн кăтартăвĕсем лайăх. 2020 çултан пуçласа 2025 çулччен пирĕн округри вырăнти автомобиль çулĕ-сем çине 1 миллиард тенкĕ янă, çак укçапа 171 çухрăм çулсене юсанă. Ку сахал мар, кашни муниципалитет çакăн пек çитĕнÿпе мухтанма пултараймасть. Çавăн пекех Канаш округĕ нормативлă требованисене тивĕçтерекен çулсен шучĕпе республикăра 2-мĕш вырăн йышăнать, 74,1 процент кăтартупа Шупашкар округĕнчен çеç юлса пырать.
Округăн çитĕнĕвĕсемпе вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров та паллаштарчĕ. Акă, Янкăлч ялĕнче 2024 çулта 160 вырăнлăх çĕнĕ шкул уçăлнă, çавăн пекех шкул çулне çитмен ачасем валли 40 вырăнлăх пристрой тунă. Округри шкулсенчен вĕренсе тухакан кашни тăваттăмĕш ача (27,8 процент) ППЭпе пысăк балл пуçтарма пултарнă. Çак кăтартупа округ ытти муниципалитетсем хушшинче 10-мĕш вырăнта. Экзаменсенче 100 балл пуçтаракансен шучĕпе вара округ республикипе 3-мĕш вырăн йышăннă. Округри аслă классенче вĕренекенсем пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регион тапхăрĕнче экономикăпа, химипе, ĕç предмечĕпе, географипе, физкультурăпа, ОБЗРпа тата искусствăпа 10 приз вырăнĕ çĕнсе илнĕ.
Çавăн пекех министр округра ачасене патриотла воспитани парас енĕпе тăрăшса ĕçленине, пуçаруллă бюджетăн «Ниме» программи тăрăх проектсем нумай пурнăçа кĕртнине палăртса хăварчĕ.
Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова Канаш округĕнчи культура сферин 2026 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи аталанăвне тишкерчĕ.
«Канаш муниципаллă округĕ культура сферинче çирĕп аталану кăтартать. Кунта инфратытăм çĕнелсе пырать, çынсем валли çĕнĕ йышши хутлăхсем уçăлаççĕ. Округ «Пушкин картти» программăна пурнăçа кĕртессипе тата автоклубсем тухса çÿрессине йĕркелессипе малти вырăнсене йышăнать. Улшăнусем хăйсен уссине кăтартаççĕ: культура мероприятийĕсемпе кăсăкланасси ÿсет, клуб йĕркеленĕвĕсене хутшăнакансен йышĕ пысăкланать, çынсен пултарулăхне аталантарма çĕнĕ майсем тупăнаççĕ», – палăртрĕ Светлана Каликова.
Юлашки çулсенче округри культура инфратытăмĕ палăрмаллах çĕнелнĕ. «Культура» нацпроект ша- йĕнче Хучел тата Юмансар ялĕсенче культура çурчĕсем туса лартнă. Çынсем пуçарнипе тата вырăнти бюджет пулăшнипе Чăрăшкасси тата Çĕнĕ Мами ялĕсенче те çĕнĕ культура çурчĕсем хăпартнă. Хулари Культура керменĕнче икĕ кинозал уçнă. 2025 çулхи авăн уйăхĕнче Шăхасан ялĕнче те кинозал ĕçлеме пуçланă.
Министрсем тухса калаçнă хыççăн тематика площадкисенчи тĕлпулу «ыйту — хурав» режима куçрĕ. Çынсен ертÿçĕсене чи çивĕч ыйтусене пама май пулчĕ. Кашни проблемăллă ыйтăвах уçăмлатса сĕнÿсене шута илнине пĕлтерчĕç.
Малалла Шăхасанти культура çуртĕнче пленарлă лару иртрĕ, унта пилĕк тематика площадкин ĕçне пĕтĕмлетсе округăн социаллă тата экономикăлла аталанăвне пăхса тухрĕç. Çавăн пекех округ çыннисемпе Чăваш Республикин Правительство членĕсен уçă калаçăвĕ те иртрĕ.
Правительство кунĕ шайĕнче министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç, хурав- сем пачĕç. Тĕлпулу пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хатĕрленĕ сĕнÿсене Канаш муниципаллă округне малалла аталантарас тата унта пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерес енĕпе малашнехи ĕçре шута илĕç.
Елена ФАДЕЕВА

