Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Арҫын путса вилнӗ

Арҫын путса вилнӗ

Ҫанталӑк шӑрӑх пулнине кура шыва кӗрекенсем халӗ те пур-ха. Шел пулин те, республикӑра шыв ҫинче тепӗр инкек шута илнӗ. Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре 26 ҫулти арҫын путса вилнӗ.  

Инкек ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫын Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнче Мӑн Ҫавал юхан шывӗнче шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ.

Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Следовательсем унта ҫитсе вырӑна тӗрӗсленӗ. Тӗпчев малалла пырать.

Хамёр инф?

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *