Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Раççей паспорчĕсĕр хăварнă

Раççей паспорчĕсĕр хăварнă

Ку йышăнăва Раççей ШĔМĕн Канаш хулинчи миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕ Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕпе пĕрле тунă. 61-ри арçын Таджикистанра çуралса ÿснĕ.

2011 çулта вăл Раççей паспортне илнĕ. Чылай вăхăт Раççейре пурăннă, пасарта суту-илÿ енĕпе ĕçленĕ, юлашки вăхăтра общепитра тăрăшнă.

Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ хыççăн çакă палăрнă: арçын радикаллă ислам тĕнне пăхăнать, таджик нацийĕ ыттисенчен лайăхрах текен шухăша сарать, Конституци йĕркине улăштарма тата шариат тытăмне кĕртме чĕнсе каланă. Çакна патшалăхăн наци хăрушсăрлăхне хавшатакан сăтăрлă ĕç тесе хакланă.

«2023 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче çирĕплетнĕ 138-Ф3№ Федераци саккунĕн 22-мĕш статйин 1-мĕш пайĕн 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, наци хăрушсăрлăхне хавшатакан ĕç тăвакан çыннăн гражданлăхне пăрахăçлаççĕ. Фигуранта шăпах çак норма пырса тивет. Унăн паспортне туртса илнĕ», – пĕлтернĕ Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕн официаллă представителĕ Марина Афанасьева.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *