Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ «Легендарлӑ Хӗрлӗ» ретропуйӑса ҫула кӑларнӑ. Вӑл «Шупашкар-Канаш» маршрутпа ҫӳрет.
Ретропоезд рейса пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5 тата 6-мӗшӗсенче ҫула тухнӑ, ӑна ҫурлан 8-10-мӗшӗсенче тата 12-16-мӗшӗсенче курма пулӗ. Шупашкартан вӑл 8 сехет те 20 минутра хускалса кайӗ те Канаша 11 сехет те 15 минута ҫитӗ. Каялла килме вара унтан 14 сехет те 30 минутра тухӗ, Шупашкара 16 сехет те 15 минутра ҫаврӑнса килӗ.
Ретропуйӑс Л сериллӗ пӑравус- ран тата хальхи вӑхӑтри хӑтлӑ вакунсенчен тӑрать. Вӗсене революци умӗнчи стильпе капӑрлатнӑ, шалта вара интерьерӑн авалхи япалисемпе хитрелетнӗ.
Ҫул ҫинче экскурси тата театрализациленӗ программа пулӗ. Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче пассажирсене ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗк ӗмӗрӗнчи лару-тӑрӑва, Граждан вӑрҫи, революци тата революци хыҫҫӑнхи вӑхӑта аса илтерӗҫ, Василий Чапаевпа паллаштарӗҫ.

