Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Кунта ватăсемпе сусăрсем хÿтлĕх тупнă 

Кунта ватăсемпе сусăрсем хÿтлĕх тупнă 

Çеçпĕл ялĕнчи ваттисен çуртне 1997 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Чăн малтан кунта тĕрлĕ сăлтава пула килте пурăнма май килмен пирки виçĕ ватă килсе вырнаçнă. Вĕсене районпа ял тăрăхĕн ертÿçисем, общественность представителĕсем саламланă, çĕнĕ вырăнта пурăнма ырлăх-сывлăх суннă. Часах кунта пурăнма килнĕ ватăсемпе сусăрсен шучĕ вун икке çитнĕ. Ваттисен çурчĕн хăйĕн йывăç мунча пулнă, ăна хутма вутă кунта ĕçлекен хĕрарăмсем хатĕрленĕ. Хĕрĕх сотка çĕр çинче кухня валли пахча-çимĕç çитĕнтернĕ: çĕр улми, кишĕр, сухан…

 Кунти 6 пÿлĕмре 14 çын пурăнма пултарнă. Кану пÿлĕмĕнче телевизор, çемçе диван, хаçат подшивкисем, кĕнекесем пулнă.

Лариса Петровна Васильева ваттисен çуртĕнче ăна мĕн уçнăранпах  ĕçлет. Нумай çул хушши — соцработникра, юлашки пилĕк çул — ваттисен çурчĕн ертÿçи. Халĕ ватăсемпе  сусăрсем пурăнакан çурта çĕнĕлле Стационар уйрăмĕ теççĕ.

— Лариса Петровна, мĕнле пурăнать-ха ваттисен çурчĕ хальхи саманара?

— Пурăнатпăр-ха, самани епле, пурнăçĕ те çапла ĕнтĕ.

— Ĕлĕкрех сирĕн ултă пÿлĕмре 14 çын пурăннă, Халĕ те çавăн чухлех-и, е сире пысăк çурт туса пачĕç?

— Çав çуртрах пурăнатпăр, майласа-туса тепĕр пÿлĕм уçма май килчĕ, çавна май тата тепĕр çынна кунта хÿт-

лĕх туса патăмăр. Кунта пурăнакан вун пилĕк çын хушшинче сусăрсем вун виççĕн. Урине татнисем пур. Акă, Андреев Владимир Уçырмаран. Çитмĕл пиллĕкри Константинов Анатолий та çав ялтанах. Коляскăпа çÿрекен сусăрсем тăххăрăн.

— Сирĕн 40 сотка çĕр те пулнă вĕт-ха.

— Çапла. Халĕ те пур. Сухан лартса ÿстеретпĕр, хăяр, укроп.

— Хĕрĕх сотка çинче нумай тар тăкма тивет.

— Пĕтĕм лаптăк çине лартмастпăр, акмастпăр. Унта улмуççисем лартнă.

— Çимĕçне параççĕ-и хуть?

— Ай-уй! Кăçалхи çул панулми йăтăнать! Пурне те тĕрексем парса тухрăмăр турачĕсем хуçăласран. Тĕлĕнмелле! Вĕсене шкулта ĕçленĕ учительница Анна Алексеевна ваттисен çурчĕ уçăлнă кунах пĕр пилĕк йывăçне лартрĕ те çапла каласа хăварчĕ: «Улмуççисене пăхсах тăрăр, мана асăнса пурăнăр, — терĕ. Вăл хăй Карăклăранччĕ, унта шкул директорĕ те пулнă. Ачисем пулман унăн, çавăнпа  мĕн ĕмĕрĕ вĕçленичченех кунта пурăнчĕ. Унтанпа чылай çул иртрĕ. Ку пахчана кĕрсен кашнинчех Анна Алексеевăна аса илетпĕр.

— Кунта пурăнакансем патне тăванĕсем киле-киле каяççĕ-и?

— Килеççĕ. Кашни эрнере килекенсем те пур. Питĕ аякрисем сайра-хутра кăна килеççĕ. Сăмахран, Мускаврисем…

— Мускавран та пур-и?

— Пур.

— Ватăсемпе сусăрсем мĕнпе йăпанаççĕ?

— Вулавăша кĕнеке  илме çÿреççĕ. Коляскăпах. Библиотекарь вĕсем патне тухать те, мĕн ыйтнине парса ярать. Тата кунта юнашарах ачасен садикĕ, вĕсем картишне выляма тухсан ватăсем те урама тухса вĕсене киленсе пăхса лараççĕ. Шкул та юнашарах. Вĕренекенсем те вĕрентекенсемпе пире манмаççĕ. Концертпа савăнтарсах тăраççĕ.

— Кунта сирĕн сĕтел-пукан çĕнни, курăнать…

— Сĕтел-пуканне парсах тăраççĕ. Кăçал, саккас парса, 15 çĕнĕ тумбочка тутарттартăмăр. Малтанхисем лутрарахчĕ, ватăсемпе сусăрсене пĕшкĕнме çăмăлах мар вĕт. Кусем çÿллĕрех те меллĕрех. Кухня валли мойкăсем илсе пачĕç нумаях пулмасть. Кăçал икĕ çĕнĕ диван туяннă. Тăва- нĕсем килсен пĕрле ларса калаçма питĕ меллĕ.

— Çемьере пурăннăскерсем кунти условисене час хăнăхаççĕ-и?

— Вунă çул каялла Шăхасантан Владимира илсе килчĕç. Авланман, çемьеллĕ пулман. Урасăр, коляскăпа. Аллă пиллĕкреччĕ ун чухне. Туха-туха таратчĕ, Çеçпĕлтен Малтикаса çитетчĕ коляскăпа. Тыта-тыта килеттĕмĕр. Пĕр икĕ çултан хăнăхрĕ. Ун патне тăванĕсем, юлташĕ- сем килсен вăл тулашатчĕ, кăшкăратчĕ. Мĕншĕн çамрăк-лах  урасăр пулнине чунĕпе ăнланма пултарайман вăл. Кăçал 65 тултарать. «Кунтах лайăх, ниçта та каймастăп», — тет.

Исаков Иван Васиьевич Малтикасран, юнашар ялтан. Кунта 4 çул пурăнать. Пирĕн пата машинăпа илсе килчĕç те çавăткаласа антарчĕç. Хăй утаймасть, коляска çине ларт- са илсе килтĕмĕр. Кунта вăл çÿрекен пулчĕ. Туя тытать те урама магнитофона яма чупса тухса каять! Кунта пирĕн виçĕ хĕрарăм, 75 çулхи арçын вĕсемпе епле япшар чĕлхепе калаçать!

— Лариса Петровна, кунта пĕр-пĕринпе килĕштерсе мăшăрланакансем çук-и?

— Хальхаççăн çук. Пĕр 15 çул каялла 3-4 мăшăр та пулчĕ. Вĕсене уйрăм пÿлĕм патăмăр, вĕсем пĕр-пĕрне пăхса пурăнчĕç. Вĕсем ватлăхра пĕрле йăпанмалли çын тупрĕç. Ватăлса виличчен пĕрле пурăнчĕç.Тĕлĕнмелле!

Самăй нумай кунта Семеновка ялĕнчен килнĕ Лена пурăнчĕ. 12 çул. Икĕ çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Куçĕ курманнипе хыпашлакаласа çÿретчĕ. Юрлама питĕ ăстаччĕ. Турă юррисене питĕ нумай пĕлетчĕ.

— Кунта Шăхасан чиркĕвĕнчен пачăшкă килсе çÿремест-и? Çылăх каçарттарма, сыптарма…

— Ахаль чухне чĕнмен. Куратпăр, çын йывăрланса пырать сывлăх енчен. Вара чĕ-нетпĕр.

— Хуçасем çÿлтен «çавна туса паратпăр, çавна».., — тесе савăнтармаççĕ-и?

— Мĕн тумаллине ăна хамăн ыйтмалла ĕнтĕ. Пире мунча питĕ кирлĕ. Ăна лартни 30 çул çитет. Вăл йывăçран та, ватăлчĕ. Çитес çул ваттисен çуртне уçнăранпа 30 çул çитет. Çав çавра çул тĕлне çĕнĕ мунча лартса параççĕ пулĕ, тетĕп.

— Хăвăрпа пĕрле ĕçлекенсем çинчен пĕлес килет…

— Социальнăй работниксем тăваттăн, повар тата хуралçă.

— Коляскăллисене мĕнле мунча кĕртетĕр?

— Мунча кунĕ соцработниксем пĕр-пĕрне пулăшма пурте пĕрле пухăнаççĕ. Кĕçнерникун пирĕн — мунча кунĕ. Пĕри мунча хутса ярать, тепри вырăнсене улăштарать…

— Кунта эпĕ Сиккассинчи ваттисен çурчĕн ертÿçине Ирина Николаевна Данилована куратăп. Мĕн çăмăлпа, Ирина Николаевна?

— Эпир пĕр-пĕрне чылай çул пĕлетпĕр, пирĕн курса калаçмалли питĕ нумай. Лариса Петровна, соцработник пулнă май, яланах конкурссене хутшăнатчĕ, унта яланах пĕрремĕш вырăн йышăнатчĕ. Килте те, ĕçре те питĕ пултаруллă вăл. Мĕнле калаççĕ-ха? Ун аллинче ĕç вĕресе кăна тăрать!

— Сиккассинчи ваттисен çуртĕнче мĕнле те пулин улшăну пулса иртрĕ-и?

— Улшăнусем çук. Вун тăххăрăн пурăннă, вун тăххăрăн пурăнаççĕ.

— Лариса Петровна, Ирина Николаевна, ваттисемпе, сусăрсемпе ĕçлеме пĕртте çăмăл мар. Ку каламасăрах паллă. Ĕçĕ йывăр пулин те, вăл пархатарлă. Сывлăх сире, ăнăçу!

Василий ЛАПИН

Пĕршенер ялĕ

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн тата Лариса Васильеван

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *