Олег Николаевăн «Сывлăх патне – утăм» проекчĕпе килĕшӳллĕн çынсем килтен инçе каймасăрах медицина тĕрĕслевĕ тухаяççĕ.
«Сывлăх пункчĕсем», çавăн пекех «Ача-пăча тухтăрĕ» тата «Кардиопуйăс» мобильлĕ медицина комплексĕсем малалла ĕçлеççĕ. «Сывлăх пункчĕсенче» тӳлевсĕрех юн тата куç ăшĕнчи пусăма виçтерме пултараççĕ. Унсăр пуçне кĕлетке çӳллĕшне тата йывăрăшне пĕлме, кĕлетке виçин индексне шутласа кăларма, юнри сахăр тата холестерин шайне виçтерме; ЭКГ, маммографи тата флюорографи тухма май пур. Специалистсем тĕрĕс апатлану тата чир-чĕртен асăрханасси çинчен ăнлантарĕç. Кирлĕ пулсан тухтăр патне хушма тĕрĕслеве яма та пултараççĕ.
Кашни эрнери «Ача-пăча тухтăрĕн» тата «Кардиопуйăсăн» тулли графикĕпе Чăваш Республикин Сыв-лăх сыхлав министерствин сайтĕнче паллашма пулать.

