Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Канашсем хула кунне уявланă

Канашсем хула кунне уявланă

Иртнĕ канмалли кун Канаш хули йĕркеленнĕренпе 101 çул çитнĕ. Хула кунĕпе канашсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев саламланă.

Шăматкун хулари культурăпа кану паркĕ уявăн тĕп лапамне çаврăннă. Республика Пуçлăхĕн «Яркое лето Чувашии» проекчĕпе килĕшÿллĕн унта халăх промыслисен курав-ярмăрккине йĕркеленĕ. Ал-ĕç ăстисем уява килнисемпе мастер-классем ирттернĕ. Вырăнти артистсем куракансен кăмăлне хаваслă юрă-кĕвĕпе çĕкленĕ. «Канаш в моем сердце: цифровая капсула времени 101» фотокурав çынсене хулан авалхи историйĕпе паллаштарнă.

«Çулĕсене пăхмасăр хула куç умĕнче çамрăкланса пырать. Халăх пуçарăвĕпе тата «Ниме — халăх бюджечĕ» пулăшнипе кунта çĕнĕ производствосем уçăлаççĕ, шкулсене юсаса йĕркене кĕртеççĕ, хăтлă общество лапамĕсем хута каяççĕ. Кашни проект халăхпа куçа-куçăн курса калаçнă хыççăн çуралать. Мегаполиссенче мĕн пурри халĕ кунта та пур. Çакăн пек вăй-хă-ватпа эпир Канаш хулине çынсене пурăнма тата хăйсен малашлăхне кунта йĕркелеме тата та илĕртÿллĕрех тума пултарăпăр», — тенĕ Олег Николаев хăйĕн салам сăмахĕнче. 

Уяв сцени çинче тĕрлĕ сферăра палăрнă пултаруллă ентешсене чысланă. «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ята Рэмма Тимоефеева тухса илнĕ, вăл Вырăскас Пикших шкулĕнче ачасене вĕрентет. «СпецВагонДеталь» пĕрлĕхĕн лаборантне Сергей Никифорова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса хисеп тунă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Канашра ĕçлĕ çул-çÿревпе пулнă май  «СпецВагонДеталь» предприятин производство лапамĕсене те çитсе курнă. Савăнăçлă лару-тăрура унта çĕнĕ цех уçнă. Çĕнĕ производствона инвестици проекчĕ пулăшнипе пурнăçа кĕртме май килĕ, вăл 2029 çулта туллин ĕçлесе кайĕ. Çакă производство хăватне ÿстерме май панипе пĕрлех туса кăларакан продукцин ассортиментне те пысăклатма май парĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *