Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Паттăр ятне асра тытса купель лартаççĕ

Паттăр ятне асра тытса купель лартаççĕ

Анат Вăрманялта ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешĕн Серафим Николаевăн ятне асра тытса купель тăваççĕ.

Çак проект Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнă «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрет. Хальхи вăхăт тĕлне купелĕн çурчĕсене хăпартса лартнă, тăррисене витнĕ, унта хĕрессем вырнаçтарнă. Шыва кĕмелли вырăна карта тытса çавăрнă, таврари лаптăка тирпей илем кĕртеççĕ.

Нумаях пулмасть строительство ĕçĕсемпе округ пуçлăхĕ Валерий Чернов паллашнă. Çитес вăхăтра купель хута яма хатĕр пулĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *