Чӑваш Енри нумай ачаллӑ 2 ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ
Раҫҫей Президенчӗн указӗпе килӗшӳллӗн сумлӑ наградӑна Вӑрмар округӗнчи Егоровсем тата Шупашкарти Григорьевсем тивӗҫнӗ.
32 ҫул шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнакан Вячеслав Ильичпа Елена Вячеславовна 6 ачине пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Григорьевсен килӗнче юратупа ӑшӑлӑхра 4 ача ӳсет. Ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх!

