Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > «Пулăшу десанчĕ» кăçал та çула тухĕ

«Пулăшу десанчĕ» кăçал та çула тухĕ


Чăваш Енре ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Мирлĕ пурнăçа – утăм» проект вара çакна тӳрремĕнех уçăмлатать. Вăл мĕнле пурнăçланса пынипе регионăн ĕçлев министрĕ Алена Елизарова паллаштарнă.
Алена Геннадьевна СВОран таврăнакансене ĕçпе тивĕçтерес ыйту пысăк пĕлтерĕшли çинчен каланă. Ку енĕпе предприятисемпе, организацисемпе ятарласа килĕшӳсем тунă тата тăваççĕ. Вĕсене инженерсем, педагогсем, водительсем, ытти специалист кирлĕ. Ятарлă çар операцийĕнчен таврăннă 840 çынран 556-шĕ ĕçлет ĕнтĕ. Тата 274 çын ĕçе вырнаçман. Сăлтавĕсем – тĕрлĕрен. Министр пĕлтĕр йĕркеленĕ «Пулăшу десанчĕ» акци ăнăçлă пулнине аса илтернĕ. Тĕрлĕ специалист 25 хут муниципалитетсене çитнĕ, СВО паттăрĕсен, вĕсен çывăх çыннисен 1,5 пине яхăн ыйтăвне йышăннă. Тĕп пайне хурав панă, ытти – ĕçре. Алена Елизарова специалистсем хуласемпе округсенче пулмалли графика çирĕплетни çинчен пĕлтернĕ. Чи малтан, нарăсăн 26-мĕшĕнче, Çĕмĕрлене çитĕç.
Хамёр инф?

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *