Ытларикун Канаш тăрăхĕнчи волонтерсене «За содействие в СВО» медальсем парса чысланă. Çак пысăк хисепе хальхинче Ольга Геннадьевна Никитина тата Ирина Борисовна Грибанова тивĕçнĕ.
Çар çыннисене пур енлĕн пулăшса пыракансене округ пуçлăхĕ Валерий Чернов та тав тунă. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнине палăртса хăварнă. Чыслав церемонине СВОра çĕршыв интересĕсене хÿтĕ- лекен çар çынни, вырăнти депутат Владимир Михайлов та хутшăннă.
Палăртса хăварар, çак медале çар чаçĕн командованийĕ салтаксене пулăшса пырас ĕçе пысăк тÿпе хывакан çынсене парать. Ольга Никитина тата Ирина Грибанова гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса хатĕрлес ĕçе чылайранпа тытса пыраççĕ. Вĕсен курăмлă ĕçĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

