Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 30-мĕш номерте
Ытти Кĕçĕн Кипекре 1710 çулхи перепиç тăрăх 10 кил шутланса тăнă. Вăсем официальнă 6 ясак тÿлемеллĕх çĕр тытса тăнă. Ултă ясакне çĕр шутне куçарсан вĕсем вăл вăхăтра вăтамран 48 теççетин çĕрпе усă курнă. 1717 çулта ялта 13 арçын, 23 хĕрарăм пурăннă. 1747 çулхи халăх перепиç тăрăх ялта тĕне кĕнĕ 1 арçын тата тĕне кĕмен 92 арçын пурăннă. Арçынсем пурăннă пулсан хĕрарăмсем те пулнă тесе ăнланмалла.
Ĕлĕкех Балтачевă ялĕн ки- лĕсем Левра юхан шывĕн суллахай енче ларнă. Эп ăнланнă тăрăх ял 17-мĕш ĕмĕр вĕçнелле Пĕрремĕш Петĕр патша пулнă вăхăтра Балтачева икĕ пая пайланма пултарнă. Вăл вăхăтра вăрçăсем нумай пулнă е вăрçăна ирттерме укçа нумай кирлĕ пулнă. Ялсен чикки вара чиркÿрен инçе мар çырма пуçĕ пуçланса каякан çырми пулнă. Уйăрăлас сăлтавĕ ытларах ясак тÿлес пирки пулнă. Çырмаран пĕр енчисем ясак тÿлеме пултарнă е теприсем çук. Сăлтавĕсем тем тĕрлĕ те пулма пултарнă. Сăмахран, ял 10 ясак тÿлемелĕх çыр тытса тăнă. Çĕрĕ вара ял халăх шутĕнче пулнă. Вăйлă çемье пĕр ясак тÿлемеллĕх çĕр тытса тăма пултарнă е айванрахисем çур ясак. Хăш-
пĕрисене тăваттăмĕш пайĕ те çитнĕ. Ун пирки ытти калавсенче çырнăччĕ пулмалла. Вăй питти арçын вилсе выртсассăн çемьен пурнăç тепĕр майлă пулса тухнă. Анчах та çемьен патшалăха пĕр ясака пĕрех тÿлемелле пулнă. Тата ял хушшинче ĕрехе юратса ĕçекенсем те, чирлĕ халăх та пурăннă. Ясака пуçтараканни ял старостипе вун пÿрт кил пуçлăхĕсем пулнă. Патшалăха ясак тÿлесе татас пирки самаях шухăшлаттарнă пуль. Çапла вара. Пуянрахисем айвансенчен уйăрăлса тухма шут тунă. Урампа урамсем хушшинче çапăçусем те пулса иртме пултарнă. Ку та яла уйăрмалли сăлтав пулма пултарнă.
Балтачевăн уйăрăлса тухнă урамне çĕнĕ ялне çыннисем Малые Кибечи (Кĕçĕн Кипеч) ят пама килĕшнĕ. 18-мĕш ĕмĕрте мĕнле йĕрке пулнине пĕлместĕп, анчах та 1780 çулсенче пулса иртнĕ реформа хыççăн икĕ ялĕ Балтачевăпа Кĕçĕн Кипек ялти çынсем пĕр старостăна анчах суйланă. Çав çултах Балтачевăра 65 чун е Кĕçĕн Кибекре 75 чун пурăнни паллă. Кĕçĕн Кибекри нумайрах çын шучĕ саспа яла мала кăларнă. Малашне Кĕçĕн Кипек ятпа сельски обществине уçнă. Обществă шутĕнче вара Кĕçĕн Кипекпе Балтачевă ялĕсем пулнă. Чиркÿне те 1912 çулта Кĕçĕн Кипексем хăйсен ял çĕрĕ çине ларттарма килĕшнĕ.
Пĕрремĕш хут Балтачева-Ăвăспÿрт 1858 çулта палăрнă. Ку сăмахсем малашне Балтачевăна Ăвăспÿрт ят лекме пултарнине пĕлтереççĕ. Ушанарти Л.И. Иванов ку вăхăтри саманасем пирки çапла çырать: «1859 çулта Аслă Кипечпе Пăлтач ялĕсем пĕтнĕ. Пăлтач Ăвăспÿрт Кипечпе пĕрлешсе кайнă». Анчах та Балтачево ячĕ 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче тек çухалать. Ун вырăнне ăна Ăвăспÿрт теме пуçланă.
Çав çултах Малые Кибечине те палăртнă. Аялта скобкăсен хушшинче Балтачева тесе çырнă. Ку выражени Кĕçĕн Кипеч ăçтан уйăрăлса тухнине пĕлтерет. Чăваш энциклопединче авторĕ Ăвăспÿрт Кипекре 1858 çулта 69 кил пулнă тесе çырать. Тĕрĕссипе Балтачевăра (Ăвăспÿрт) 51 кил тата Кĕçĕн Кипекре (Болтачева) 59 кил шутланса тăнă. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Балтачево ятне манăçа кăларнă та икĕ ялне пĕрле Ăвăспÿрт Кипеч теме пуçланă.
1892 çулта Кĕçĕн Кипек сельски обществинче 170 хуçалăх 331 лаша, 144 ĕне усранă. Унсăр пуçсăр вăкăр, пăру, сысна, качакапа сурăхсене тата килти кайăксене усранă.
Малалла тепĕр хыпар пĕлтересшĕн. Ăвăспÿрт Кипекрен инçе мар тепĕр ултă çухрăмран Девлизерово ятлă ял ларать. Халĕ ăна Вăрманъял теççĕ. Ĕлĕкех ăна тепĕр майлă Ăвăспÿрт тенĕ. Çак ята 1880 çулта ÿкернĕ Хусан кĕпернин военно-топографи картти çинче те палăртнă. Балтачевăри чăвашсем çĕнĕ ята амăш ял ятне илмен-ши тесе шутлатăп. Тата 1638 çулхи списокра Девлизерево хыççăн юлашкине Балтачевăна палăртнă.
Балтачевă ялĕ малтан Левер çырма суллахай енче вырнаçнă тесе çырнăччĕ. Унăн шывĕсем малтан Яндоушкăна ун хыççăн тек Кĕçĕн Çавала юхса тухаççĕ. Левер çырма ячĕ «клевер» курăк ячĕнчен тухнă. Кунта та вырăс межевейсем «к» сас паллине кăларса пенĕ те «левер» сăмах тăрса юлнă. Сăлтавĕ çав пулнă. Çырма тăрăх ытларах клевер ÿснĕ.
2026 çулхи 25-мĕш июлте Ăвăспÿрт Кипеч ялне никĕслени 465 çул çитнĕ ятпа праçник ирттернĕ. Апла пулсан Ăвăспÿрт Кипеч 1561 çулта никĕсленме пуçланă. Канаш районĕн сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, Ăвăспÿрт Кибеч 1620-1630 çулсем хушшинче йĕркеленме пуçланă. Çак çул тĕрĕсрех пек курăнать. Анчах та вăл вăхăтра ялĕ Балтачева ятлă пулнă. Халĕ вăл Ăвăспÿрт ятлă. Кипеч ялĕ вара улшăнмарĕ. 1561-мĕшпе 1620 çулсем хушшинче ялĕ пулман пулсассăн уяв кунĕнче кама хисепленĕ-ши?
Балтачевă сăмахĕ мĕне пĕлтерет-ши? Ку сăмаха ăнлантарса пама тăрăшакан тĕпчевçĕ-сем паянхи кун та тупăнмарĕç. Эпĕ ăнланнă тăрăх Болтачево хушамат Пултач ятран тухнă. Вăл «пул» тата «тач» чăваш сăмахсенчен тухнă ят. Ывăл çуралсассăн çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» килнине йышăнакансем сăнне курсан тĕлĕннĕ те ашшĕ пек пулнă тач тесе сăмахсем кăларнă. Ун хыççăн арçын ачана кĕскетсе каланă Пултач ят лекнĕ. Кипеч сăмахĕ мĕне пĕлтернине ытти калавсенче ăнлантарса парăп.
Ăвăспÿрт Кипечĕн ялĕн историйĕ кĕскен çапла пулса тухрĕ.
Александ СТЕКЛОВ
«Сказание о чувашах»
трилоги авторĕ

