Канаш хулин «Локомотив» спорт шкулĕнче Физкультурник кунне паллă тунă. Уяв спорта кăмăллакансене тата профессионалсене пĕр йыша чăмăртанă.
Спортсменсене Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Дмитрий Бельцов, округ пуçлăхĕн çумĕ Николай Белов тата ытти хăнасем саламланă. Вĕсем тренерсемпе преподавательсене тата физкультура учителĕсене хăйсен ĕçне чунпа парăннăшăн, сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă.
Уява вырăнти пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ номерсемпе пуянлатнă, вĕсен хаваслă юрри-ташши спортсменсемпе курма килнĕ çынсен кăмăлне çĕкленĕ.
Савăнăçлă пай хыççăн футбол турнирĕ пуçланнă. Ăмăртăва харăсах 12 команда хутшăннă, кашни хăйсен пултарулăхне пур енлĕн кăтартса панă. Стадион çав кун кĕрлесе кăна тăнă.
Ăмăртусем хĕрÿ тупăшура иртнĕ. Пьедесталăн чи çÿлти картлашки çине «Канаш» футбол клубĕн çамрăкĕсем хăпарнă. «Айбевуд» иккĕмĕш пулнă, «Шоркасы» виççĕмĕш вырăна тухнă.
Спорт уявĕнчен кашни пысăк хавхаланупа саланннă.

