Чăваш Енре студентсенчен взятка илсе тăнă преподавателе айăп- ланă.
Следстви тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, 2025 çулта транспорт университечĕн кĕретсĕр уйрăмĕнче йĕркелÿпе хушу ĕçĕсене тунă преподаватель студентсенчен укçа илме тепĕр çынпа пĕр каварлă пулнă. Тÿленĕшĕн вăл экзаменра пĕлĕве тĕрĕслемесĕрех лайăх паллăсемпе тивĕçтерме шантарнă.
Студентсем посредник карттине укçа куçарнă, лешĕ вара çав укçана преподавателе панă. Преступлени схемине Раççей ФСБ Чăваш Енри управленийĕ Раççей ШĔМĕн транспорт çинчи лини уйрăмĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешкен пайĕпе пĕрле уçăмлатнă.
Суд хĕрарăма 700 пин тенкĕлĕх штрафланă. Унсăр пуçне ăна 1 çулталăк та 6 уйăх иртмесĕр патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсенче йĕркелÿпе хушу тата администраципе хуçалăх ĕçĕсене тума чарнă.

