Чӑваш Ене кӑҫал пысӑк класлӑ 16 автобус илсе килмелле. Ҫӗнӗ транспорт валли янӑ заявкӑна ырланӑ.
Ҫитес ҫул вара республикӑна пысӑк класлӑ 30 автобус тата пӗчӗк класлӑ 1 автобус илсе килмелле. Чӑваш Республикин Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта рейссене тухӗҫ.
Кӑҫал республика пысӑк класлӑ 27 автобус туяннӑ ӗнтӗ. Ку тӗллевпе 427 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Кунсӑр пуҫне 9,8 миллион тенкӗлӗх 2 ГАЗель илсе килнӗ.
Икӗ ҫулта республика пӗтӗмпе 76 автобуса тивӗҫӗ. Хальлӗхе вӗссем мӗнле маршрутсем ҫине тухассине пӗлтермен.

