Республикăн «Чăваш Енĕн 2026 çулхи суту-илĕвĕ» конкурсĕн «Суту-илĕвĕн куçса çӳрекен чи лайăх объекчĕ» номинацийĕнче Канаш райповĕ çĕнтернĕ, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене Çĕрпӳ тата Элĕк райповĕсем йышăннă.
Жюри конкурса хутшăннисем çынсем пурăнакан çĕрте суту-илӳ йĕркелеме мĕнле май тунине, уйрăммăн илсен техника-оборудованипе епле тивĕçтернине, кустăрма çинчи лавккасен тулаш енне, миçе ял-поселока çитнине хак панă. Чăвашпотребсоюз кооперативĕсен автолавккисене регионта чи лайăххисен шутне кĕртнĕ.
Канаш округĕнчи 51 ял çыннисене таварпа кунти райпон 2 автолавкки тивĕçтерет. Пĕрремĕшĕ ятарлă тĕллевлĕ, иккĕмĕшĕ вырăна çитсе сутмалли. Кунта стеллажсем, сивĕтмĕш, климат-тĕрĕслев, сутуçă валли ĕç вырăнĕ пур. Автолавкка кашни эрнере пĕр е икĕ хутчен ялсене тĕрлĕ тавар илсе çитерет. Канаш райповĕн пĕр автолавккин экипажĕ – Людмила Андреева сутуçă тата Василий Краснов водитель – Пĕтĕм Раççейĕн «Куçса çӳрекен суту-илĕвĕн çĕнтерӳçи» IV конкурсĕн финалисчĕсем пулса тăнă.

