Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Ача-пăча лапамне маларах хута янă

Ача-пăча лапамне маларах хута янă

Канаш хулинче Дружба урамĕнчи 4-мĕшпе 6-мĕш, Кооператив урамĕнчи 1-мĕш тата Железнодорожная урамĕнчи 57-мĕш çуртсен çумĕнче хăтлăлатнă ача-пăча лапамĕ хута кайнă.

Çак проекта «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа ĕçе кĕртме май килнĕ. Ăна тăвассишĕн нумай хваттерлĕ тăватă çурт-ра пурăнакансем хытă тăрăшнă. Вĕсем кÿр- шĕсене пĕр йыша чăмăртанă, кирлĕ документсене хатĕрленĕ, алă пустарнă, унтан сасăлавра пысăк хастарлăх кăтартнă.

Муниципаллă контракта строительство организацийĕпе кăçал çĕртме уйăхĕнче алă пуснă. Подрядчикăн объекта çурла уйăхĕнче туса пĕтермелле пулнă. Анчах та рабочисем ăна срокчен чылай маларах хута яма пултарнă.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *