Канашра Афганецсен скверĕнче «Колокол Вечности» монумент туса лартасшăн. Çавна май унта хулара пурăнакансемпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Палăртнă ĕçе «Ниме — халăх бюджечĕ» проектпа килĕшÿллĕн ĕçе кĕртесшĕн.
Çак чан, проект йĕркелÿçисен шухăшĕпе, салтаксене юлашки çула ăсатнă чухне сасă парĕ. Ăна бронзăран шăратса кăларĕç, унтан чултан хăпартнă башньăн арки ăшне вырнаçтарĕç.
Монумент пĕлтерĕшлĕ темиçе шухăша тытса пырĕ. Астăвăм теми — тĕпре пулĕ. Паттăрсем пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайсан та чĕресенче упранассине, ăрусен çыхăнăвне уçса парĕ.
Проект еплерех малалла аталанса пынине çитес номерсенче çырса паллаштарăпăр.

