Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Публикации > Дизайнерсен конкурсӗ иртнӗ

Дизайнерсен конкурсӗ иртнӗ

Шупашкарӑн хула кунӗнче дизайнерсен конкурсӗ иртнӗ.

Пӗтӗм тӗнчери дизайнер ӑсталӑхӗн тата наци тумӗн I–мӗш пӗтӗм тӗнчери конкурсне «Этно диалог – 2026» ят панӑ. Ӑна Раҫҫейри халӑхсен ассамблейин Чӑваш Енри уйрӑмӗ йӗркеленӗ.

Конкурса хутшӑнакансем хулари «Пехет» агромаркетра пухӑннӑ. Дизайнер ӑсталӑхӗн тата наци тумӗн конкурсне Раҫҫейри халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑх туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Дизайнерсем халӑхӑн пуян эткерлӗхне паянхи кун ыйтнине кура кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.

Чӑваш эрешӗллӗ тум ҫӗлекенсем те ку конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Пултарулӑх мероприятине юрӑ-ташӑ ӑстисем те илем кӳнӗ.

Хамёр инф?

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие редакции газеты "Канаш" на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *