Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне Кăшнаруй тăрăхĕнчи кĕмĕл волонтерсем юбилейлă 500-мĕш мас- кировка сетки çыхнă.
Кунти ыр кăмăллăх юхăмĕ 2023 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче чăмăртаннă. Çак тапхăрта çак туслă йыш ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен ентешсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кÿнĕ. Çар техникипе салтаксене тăшман куçĕнчен хÿтĕлемелли хатĕрсене çыхса хатĕрлессипе вара уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартаççĕ.
Тетел çыхмалли хатĕрсене Кăшнаруй ялĕнче пурăнакансем хăйсен укçи-тенкипе туяннă. Ятарлă ăсталăха вĕренсе килнĕ хыççăн хĕрÿ ĕçе пикеннĕ. Вырăнти ăстасем çак пĕлте- рĕшлĕ ĕçе çăмăллатмалли меслет шыраса тупнă. Вăл тетел çыхса хатĕрлес ĕçе тата та хăвăртлатма май панă.
Пĕрлехи ĕçе чун-чĕре ыйтнипе волонтерсем, шкул ачисемпе студентсем тата ял çыннисемпе хулара пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем кунсерен тенĕ пекех тухса ĕçлеме хатĕр. Çар чаçĕсенчен килекен саккассем питĕ нумай, малти линирен ыйтнине кăшнаруйсем кĕске вăхăтра туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Волонтерсен ĕçне Оксана Никонорова ăста йĕркелесе пырать. Пулăшу пунктне çÿрекенсем Çĕнтерĕве пур енлĕн çывхартма пулăшнине палăртать.

