Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Канашри пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнĕ. Çак савăнăçлă юбилей мероприятине Канаш тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Чернов хутшăннă. Вăл кун Огнеборецсен скверĕнче уяв митингĕ иртнĕ, унта пушар хуралĕн ĕçченĕ-сем, ветерансем, студентсем тата хула çыннисем пулнă.
Уяв ячĕпе канашсене Раççей МЧСĕн Чă- ваш Енри Тĕп управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Струженков, 9-мĕш ПСО начальникĕ Федор Смирнов, 15-мĕш ПСЧ начальникĕ Андрей Николаев саламланă. Тухса калаçакансен йышĕнче пушар хуралĕн ветеранĕ Василий Нягин та пулнă, вăл вырăнти çăлавçăсем пĕлтерĕш- лĕ чылай объектра пысăк пушарсене кĕске вăхăтра сÿнтерме пултарнине асăнса хăварнă.
Çав кунах Канаш хулинчи Пушкин урамĕн-че «Огнеборецсен скверĕ» общество транс-порчĕн чарăнăвĕсене те уçнă. Çак пуçарупа пушар хуралĕн ветеранĕсен организацийĕ тухнă пулнă, çак шухăша ертÿçĕсем ырласа йышăннă.
Вырăнти пушар хуралĕн çĕр çулхи юбилейне халалласа «ĕмĕрхи марш» та туса ирт-тернĕ. Хула урамĕсемпе лаша урапине кÿлнĕ пичке, ГАЗ-63 ретро пушар автоцис- терни, тата ытти ятарлă техника иртнĕ.
Хулари культура керменĕнче уяв программи малалла тăсăлнă. Фойере тĕрлĕрен курав ĕçленĕ, сцена çинче хăйсен çăмăл мар ĕçĕнче палăрнă çăлавçăсене чысланă. Пултарулăх ушкăнĕсем савăнăçлă концерт ларт-са панă.

