«Алтайская сортировочная» чугун çул станцине тунă çĕрте хастар ĕçленĕ комсомолецсемпе вĕсене пулăшса, ăса вĕрентсе пыраканĕсене ырă сунса халаллатăп.
Николай Николаевич ВОРОНЦОВ
УМСĂМАХ
Васкавлă вăхăт малаллах чупать. Çамрăксен пĕрлешĕвĕ çурални те ?1918 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕш кунĕ/ аяккарах та аяккарах кайса истори тĕтри ăшне путса майĕпен çухалса пырать.
Совет саманинче ВЛКСМ чăннипех тĕнчере çук çамрăксен тĕлĕнмелле пĕрлешĕвĕ пулнă, историе кĕрсе юлнă, хăватлă ĕçĕ-хĕлĕсем халăхăн ăс-тăнне ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă.
Комсомол çамрăксене ырра кăна вĕрентнĕ: ĕçе юратма, таса чунлă, çирĕп кăмăллă пулма, Тăван çĕршыва чунтан юратса ăна хÿтĕлеме яланах хатĕр пулма…
Комсомолецсен хавшак та канăçсăр чĕрисем таса çутăпа çĕршывшăн хыпса çунса сÿнми çулăм сапса хĕмленнĕ. Çак тапхăрта ВЛКСМ шкулĕ витĕр икçĕр пин ытла çамрăк утса тухнă. Вĕсенчен кашниех çак вăхăта ырăпа кăна аса илет.
Комсомол вăл _ çамрăклăх, паттăрлăх, мал ĕмĕтлĕх, тĕрĕслĕх хавхаланулăх! Комсомолăн историлле ĕçĕ-хĕлĕсем вилĕмсĕр. Вĕсем çĕнĕ самана аталанса пынă çулсенче халăх хуçалăхне индустриализаци тунă тапхăрта çĕршывăн анлă стройкисенче вăй хунă ?Днепрогес, ГАЗ, Бам/ тата ытти те… Бама хывнă çĕрте кăна 27 пин комсомолец тăрăшса ĕçленĕ.
Çамрăксен пĕрлешĕвĕнче тăракан паттăрсем 20000 çухрăм пралук карса электричество çутипе халăха савăнтарнă, вăрçă çулĕсенче тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă. Вăрçă хыççăн ишĕлсе арканнă хуçалăха юсама хастаррăн хутшăннă. Ишĕлсе юрăхсăра тухнă шахтăсене юсаса ĕçе кĕртнĕ. Промышленность предприятийĕсене çĕнетнĕ. Çĕр айĕнчи пурлăхсене шыраса тупса хуçалăхра усă курма тытăннă. Çĕнĕ çĕрсене сухаласа тырпул çитĕнтернĕ çĕрте те çамрăк комсомолецсем малти ретре пынă.
Çак асăннă ĕçсене пурнăçлама йышлă стройотрядсем йĕркеленĕ.
Манпа пĕр ăрури тус-тантăшсем _
пурте вăрçă ачисем. Вĕсем пурнăçри хуйхă-суйхăпа асапне пĕрле тÿссе ирттернĕ. Вĕсен ачалăхне вăрçă ĕнтсе суранлатнă. Апла пулин те вĕсем шанăçа çухатман, малалла талпăннă. Пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма пултарнă, лартнă тĕллевсене пурнăçланă. Шкулта вĕренсе ăс пухнă, аталаннă, ĕçленĕ. Комсомолецсен йышне пĕрлешсе çĕршывăн вĕресе тăракан пархатарлă ĕçĕсене хутшăннă.
Эпир те ВЛКСМ çурални 40 çул тултарнă тĕле комсомол путевкипе Алтайри Чесноковка хулине тухса кайрăмăр ?1962 çултанпа Новоалтайск хули/.
Пире СМП-140 ?строительно-монтажный поезд/ организацине ĕçе выр-наçтарчĕç. Чукун çул çинче ĕçлекен рабочи пулса ĕçе тытăнтăмăр. Пирĕн «Алтайская сортировочная» станцине ĕçе кĕртмелле. Икĕ çул ытларах тăрăшса ĕçленĕ хыççăн станци ĕçе кÿлĕнчĕ, вăл паянхи кун та ăнăçлă ĕçлет.
Пĕрле ĕçленĕ юлташсене, хамăра ĕçлеме вĕрентсе, пулăшса пынă аслă ăрури ăстасене пуç тайса тав тăватăп.
Çак яваплă ĕçре ытти çамрăксемпе пĕрле ĕçлесе çĕршыв хăватне пĕчĕк тĕпренчĕк чухлĕ çĕклеме пултарнăшăн хама телейлĕ тесе шутлатăп.
Шел пулин те, 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çĕршывра кĕтмен çĕртен пăтăрмахсем сиксе тухрĕç. Хăватлă Совет çĕршывне те çав вăхăтри ертÿçĕсем салатса ячĕç. 1991 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çамрăксен пĕрлешĕвне те патшалăх шайĕнчех пĕтерчĕç.
Эпир, тахçан çамрăксен пĕрле- шĕвĕнче тăнă ватăсем, çак синкерлĕхе сивлетпĕр. Çамрăксен çĕнĕ пĕрлешĕвĕ шăтса тухасса кĕтетпĕр, шанатпăр. Аслă ăрури çынсен пархатарлă ĕçĕсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса, вĕсене ĕçлеме, вĕренме, пурăнма хавхалантарса пырасса ĕненетпĕр.
Автор
Тепре куриччен, тăван ялăм
«Ачалăхпа, яш тĕнчипе
сывпуллашсан,
Калле килме сукмакĕ çухалать.
Иртнин тĕнчи пит аякра,
Аса-илÿ кăна пире
Ку саманта халь тавăрать.
Кайсын КУЛИЕВ
?автор куçарăвĕ/
Çурла уйăхĕн çутă та ачаш кунĕ. Çÿлти сенкер тÿпе таса та тăрă. Умра Канаш хулинчи чугун çулăн капăр вокзалĕ. Ăна 50-мĕш çулсен пуçламăшĕн- че хĕрлĕ кирпĕчрен купаласа хăпарт- нă. Стенисене пур енчен те шурă мрамор плиткăсемпе çыпăçтарса илемлетнĕ. Тăрне хĕçтимĕрпе витсе хĕрлĕрех кĕрен сăрăпа сăрланă. Унăн пысăк чÿречисем ытарлăн пăхса кашни иртен-çÿренĕн кăмăлне çĕклеççĕ.
Çак икĕ хутлă кермен хулари йывăç хуралтăсем хушшинче чăннипех те мăнаçлăн курăнса ларать. Перрон хĕррипе шурă тирек йывăççисем карталанса ÿсеççĕ. Вĕсен туратлă тăррисене тирпейлĕ кĕскетсе тухнă. Ешĕл çулçисем хĕвел çуттинче тата та симĕс-
рех курăнаççĕ. Кунтах шурă тăмран ăсталаса тунă чиперкке чăваш пикисен кĕлеткисем. Малалла тăсса тăракан аллисем çинче ывăссем. Вĕсем çинче шултра та хĕрлĕ панулмисемпе иçĕм çырлин симĕс сапакисем. Вĕсем çулçÿревçĕсене ăшă кăмăлпа тарават кĕтсе илнĕнех туйăнса тăрать. Акă каччăпа хĕр юнашар тăнă та пĕр алана иккĕн тытса тăраççĕ, савăтри тырра çĕре тăкса ура айĕнчи хир чăххисен çемйине апат çитереççĕ. Кунти ÿкер- чĕксем сăнама пĕлекенĕн чун хĕлхемне хускатса шухăша яраççĕ.
Вокзал умĕнчи перронпа юнашар чугун çул тăсăлать. Вĕсем тăрăх чупакан вагонсен составĕсем унталла та кунталла кумса таçта васкаççĕ. Кустăрмасем танкăртатса кăларакан сасă хăлхаран каймасть. Вокзалăн канăçсăр перронĕ çинче пĕр вĕçĕмсĕр халăх хĕвĕшет.
Эпир юлташпа иксĕмĕр вокзалăн тăкăрлăкĕнчи çăкасен айĕнчи чугунтан шăратса эрешленĕ вăрăм тенкелсем çинче вырăн тупрăмăр. Кунта поезд кĕ- текен çулçÿревçĕсем йышлăн канаççĕ, улах вырăнта яланах хÿтĕ, лăпкă, уçă сывлăш. Кĕтнĕ май вĕсем час-часах вокзалăн пысăк сехечĕ çине пăха-пăха илеççĕ.
Манăн юлташ, Виталий Мурзуков, Сиккасси ялĕнчен. Пĕр-пĕрне ла-йăх пĕлетпĕр. Пĕр шкултан вĕренсе тухнă, иксĕмĕре те пĕр вĕрентекенсемех пĕлÿ панă. Витя вăтам шкула манран пĕр çул маларах пĕтерсе Канаш хулинчи аш-какай комбинатĕнче ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Хулара маларах тĕл пулса калаçнă хыççăн Алтай тăрăхне кайса ĕçлеме комсомол путевкисем илтĕмĕр. Çав çул ВЛКСМ пĕрлешĕв-не 40 çул çитетчĕ. Çав ятпа çĕршыв çамрăк комсомолецсене хĕвелтухăç тата çурçĕрти районсене ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Эпир те çак юхăмран айккинче юлас темерĕмĕр. Унта ĕçлеме çамрăксен ĕçчен аллисем кирлĕ.
Мускавран Ленинск-Кузнецский хулине каякан поезд часах килсе çитмелле. Эпир вокзал çумĕпе иртсе унпа сывпуллашатпăр.
«Пирĕн 3-мĕш вагона лармалла, вăл вокзалтан иртсе чылай маларах чарăнать», _ тет Витя, Канашра пĕр çул ĕçлесе-пурăнса курнăскер. Çула тухма пухăннă çамрăксем пĕчĕкрех ушкăнсем çине пайланса тухнă. Икĕ арçын списокпа ятсене тĕрĕслерĕç.
«Эпир сире вырăна илсе çитерекенсем», _ терĕ пĕри хытăрах сасăпа. Иккĕшĕ те 30 çулсенчи тĕреклĕ арçынсем. Эпир ушкăнра паллакансене шыратпăр, никам та курăнмать.
Хĕрсен аллисенче тĕрлĕрен тĕслĕ чемодансем
Пĕр вырăнта итлесе тăрсах нумай çĕннине пĕлме пулать. Çамрăксем пурте ялсенчен килнĕ чăваш ачисем. Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Красноармейски, Канаш районĕсенчи комсомол комитечĕсем вĕсене путевкăсем панă.
Халь вĕсем паллаканĕсемпе пĕр районта пурăнаканĕсене тупнă та пĕр-пĕринпе каçса кайсах пуплеççĕ. Килтен тухса Канаш хулине мĕнле çитнине каласа парас килет вĕсен. Халиччен курманни, пĕлменни кунта пайтах. Вĕсенчен чылайăшĕ хулара пулса курман. Чугун çулпа чупакан пăс машинăсенчен пуçласа чугун çулăн капăр вокзалĕ таранах.
Кĕтмен çĕртен сасартăк пăравус пăс кăларса чашлаттарса хашлатса килни, кăшкăртнă сасă илтĕнни вĕсене хăйсем сисмесĕрех хăратса карт сиктерсе илет.
Канаш хулине çитме те çăмăл пулман вĕсене. Инçе çула çуран утса кĕскетнĕ е çул хĕрринче тăрса сайра çÿрекен машинăсене сехечĕ-сехечĕпе кĕтнĕ. Çул çинчи пылчăка çăрса урисене шăнтнă. Теприсем хулана пĕр кун маларах килсе вокзалăн пысăк залĕнче çывăрмасăр тĕлĕрсе çĕр каçнă. Çавна пула вĕсене паян ăсатакасем те çук. Канаш райкомĕн комсомол райкомĕн секретарĕ Анатолий Арсентьев çамрăксене инçе çула ăсатма хăй килнĕ. Çамрăксене ырă çул сунса халал сăмахĕсем каларĕ.
Халиччен тĕнчене тухса курман ачасем пурте пăлхануллă. Уйрăлу саманчĕ çывхарса пынă май паçăрхи лăпкăлăх та таçта тарса пытаннă. Хĕрачасен куçĕсем те шывланчĕç.
Пурнăç сукмакĕ тумхахлă, мĕн кĕ-тет вĕсене малашне; Пуçра темĕнле шухăшсем те пĕтĕрĕнсе явăнаççĕ. Акă анăçран килекен пăравусăн кăшкăртнă сасси илтĕнчĕ. Часах вăл шурă пăс кăларса, хашлатса, хăвăртлăхне чакарса чарăнчĕ. Вăл «ФД» текен пăравус. Эпир вагона васкаса, тапăртатса хăпаратпăр. Витьăпа иксĕмĕр уçă чÿ- рече çумне вырнаçрăмăр. Пăс машини мазутпа çулланнă кустăрмасен хушшинчен чашлшаттарса пăс кăларчĕ. Вăрăммăн кăшкăртса уйрăлу вăхăтне систерчĕ. Малти кустăрмисем пĕр вырăнта темиçе хут çаврăнса илчĕç те, вĕсен хумĕ кайри кустăрмасем патне çитсен, пăравус майĕпен вырăнтан хускалчĕ.
Сывă пулса юл, Чăваш çĕршывĕ, тепре тĕл пуличчен, тăван ял!
Çул çинче
Поезд майĕпен вырăнтан тапранса хăйĕн хăвăртлăхне ÿстерсе пырать. Кустăрмасен хăлтăртатса тухакан сасси вăйлăрах илтĕнме пуçларĕ. Чĕре таппине хускатса вăл пире аякри тĕнчене чĕннĕнех туйăнать. Вакунăн уçă чÿречинчен кĕрекен уçă çил чÿрече каррине лăскаса сас тăвать. Çул хĕррипе вырнаçса тухнă станцисемпе разъездсем, шлагбаумсемпе телеграф юписем мĕлтлетсе хыçала юлаççĕ. Пăравусăн шурă тĕслĕ пăсĕ те вакунсен çумĕпе иртсе куçран çухалать. «Чÿрече умĕнче вырнаçма тÿр килни аван-ха», _ тет Виталий юташ.
«Çутçанталăкăн ытарлăхне ла-йăхрах курса пыратпăр», _ тетĕп эпĕ те унпа килĕшсе.
Плацкарт вакунăн пĕр пайĕнче эпир Вăрăмпуç ялĕн ачисемпе пĕрле ларса пыратпăр, вĕсем виççĕн. Вĕсемпе лайăхрах паллашма та ĕлкĕр- тĕмĕр.
Трифон Николаев васкамасăр калаçать, кашни сăмаха виçсе, шухăшласа калаçма пĕлни куç умĕнчех.
Виталий Александров та сăмах ăсти, час-часах пулманнине пулнă пек каласа парса култарма пĕлет. Ушкăнра çавăн пек çын пурри яланах лайăх. Вăл пĕр вырăнта лара-тăра пĕлмен ача.
Семен Семенов пит пуплесех каймасть пулин те çын калаçнине тимлесе итлеме пĕлет.
Вĕсем пурте 7 класс пĕтернĕ. Çамрăклах колхозра ĕçлеме тытăннă. Унтан комсомол ретне кĕнĕ.
Ман юлташ, Виталий Мурзуков, çирĕп шăмшаклă, тĕреклĕ каччă. Илемлĕ сăн-питлĕ, хурарах. Унăн хăмăр куçĕсем çын çине ăшшăн пăхаççĕ.
Поезд пĕр чарăнмасăр малаллах чупать. Ăна хирĕç килекен тепĕр поезд вашлатса иртсе кайсан пирĕн поездăн хăвăртлăхĕ тата та ÿссе вăйланнă пек туйăнать.
Пĕр вăхăт пирĕн вакунра çамрăксен сассисем илтĕнми пулчĕç. Уйрăлун хурлăхлă вăхăчĕ сĕвĕрĕлсе пĕтмен пулмалла. Кустăрма сасси кăна ывăнма пĕлмесĕр çав-çавах шав тăвать. Витьăпа иксĕмĕр уçă чÿрече умĕнчен хăпаймастпăр. Вăл хăйĕн асамлă вăйĕпе пире тыткăна илнĕ тейĕн.
Кÿршĕ ялăн ачисем пирĕн çине сайра хутра кăна пăхкаласа илеççĕ. Пĕр ялтан пулнăран вĕсен калаçса сÿт- се явмалли нумай пулмалла.
Çамрăксем çул çинче савăнăçлăрах пултăр тесе Хусан хулинче купăс илме калаçса татăлчĕç.
Тахăш вăхăтра Витя ентешĕсемпе паллашма ĕлкĕрнĕ. «Вĕсем пире хăйсем патне чĕнеççĕ», _ терĕ вăл çитнĕ-çитмен. Юнашара каçрăмăр, паллашатпăр.
Михаил Ивановпа Алексей Васильев тата Тамара Федорова Канаш районĕнчи Вăтакас Кипеч ялĕнчен. Михаилпа Алексей тинтерех Совет çарĕнчен таврăннă. Вĕсем çар тумне те тĕппипех ылмаштарма ĕлкереймен-ха. Михаил Тинĕс çарĕнче 4 çул службăра тăнă. Вăл яланах хăйĕн тельняшкипе. Алексей пехотăра пулнă, салтак гимнастеркине те хывман. Иккĕшĕ те çирĕпленсе çитнĕ чăн-чăн арçынсем.
Тамара шкул пĕтерсен пĕр хушă колхозра ĕçленĕ. Унăн Канаш хулинче çула тухас умĕн паллашнă хĕр-тантăшĕ Феня Серебрякова. Вăл _ Елчĕкрен.
Тепри _ Иван Тимофеев, Хучел ялĕнчен. Вăл тин çеç вăтам шкул пĕ-тернĕ. Эпĕ Кивĕ Шелттем ачи пулнине пĕлсен: «Манăн аппа, Зоя Васильевна, сирĕн ялта учитель пулса ĕçлет, математика вĕрентет», _ терĕ.
Мана унăн аппăшĕ шкулта вĕрентмен пулсан та ăна лайăх пĕлнине каларăм. Иван пирĕн ялта темиçе хутчен те пулса курнă иккен. Юлташсен йышĕ ÿссе пыни пире савăнтарать.
Поезд хăйĕн çулĕпе малаллах ыткăнать. Часах сарлака Атăл шывĕ курăнса кайрĕ. Пирĕн поезд мăнаçлă хурçă кĕпер çине пырса кĕчĕ. Темшĕн ватă кукаçи сăмахĕсем аса килчĕç. «Атăл шывĕ урлă каçсан ăс кĕрет», _ тетчĕ вăл тепĕр чух.
Кунта çутçанталăкăн тавралăхĕ уйрăмах асамлă курăнать. Зеленодольск хули çывăхĕнчи йышлă кÿлĕ- семпе пĕчĕкрех юхан шывсем, вĕсене хупласа тăракан симĕс тĕнче кашни çыннах тыткăна илет.
Казанка шывĕн çÿллĕ çыранĕн тÿ- пине вырнаçнă Хусан хулин шурă кремĕлĕ пире тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Кунти асамлă вырăнсем çинчен эпир кĕнекесем вуласа кăна пĕлнĕ. Халь вара хамăр куçпах курса тĕлĕнтĕмĕр. Хусанти чугун çул вокзалĕ тĕлне çитсен поезд чарăнчĕ. Пурте перрон çине анса сапалантăмăр. Пĕрисем киосксенче ĕçме-çимелли, теприсем çул çинче вуласа пыма хаçат-журнал туянаççĕ.
Эпир Виталипе иксĕмĕр пĕр хутлă йывăçран пураса тунă вокзал çурт-не пăхса сăнатпăр. Канаш хулинчи ĕлĕкхи кивĕ чугун çул вокзалне аса илтерет. Вĕсене хăй вăхăтĕнче пĕр проектпах туни куç умĕнче.
Аслă Хусан хули те хыçа юлчĕ. Çурла уйăхĕн вăрăм кунĕ те кĕскелсе каç еннелле сулăнчĕ. Вакунра кĕтмен çĕртен илемлĕ купăс сасси янăраса кайрĕ. Вăл шăплăха сирсе ярса хĕрсен кăмăлне те çĕклерĕ. Вĕсем хаваслансах юрăсем шăрантарма пуçларĕç.
«До свиданья, мама, не горюй,
На прощанье сына поцелуй…»
Юрă хыççăн юрă шăрантараççĕ чăваш пикисем. Каччăсем те хутшăнса пĕрле кĕвĕлеççĕ. Юрă сăмахĕсем чĕре патне çитсе чуна хумхатаççĕ.
Паçăрах хĕвел анса каç пулнă пулсан та çамрăксен юррисем нумайччен янăрарĕç. Каçхи уçă сывлăш ÿт-пĕве çÿçентерет.
Виталий вакун чÿречине хупсан çывăрма выртрăмăр. Вакунра шăп. Ывăннă кустăрмасем кăна пĕр вĕçĕмсĕр йынăшса сас кăлараççĕ.
Ыйхă таçта кайса кĕнĕ. Пуçри шухăшсем тăван ялта. Куç умĕнчех _ анне, кукаçи, шăллăм, тус-тантăшсем.
Акă умра атте вырăнĕнче пире пăхса ачаран ÿстернĕ ватă кукаçин сăнарĕ. Вăл мана ир-ирех анкарти хыçĕ- пе тăм пусси патне çитиччен ăсатса яма тухнă. Ватă çыннăн шывланнă куçĕсене курма çăмăл мар. Вăл мана юлашки хут хыттăн юратса чăмăртанине нихăçан та манма çук. Уйрăлу саманчĕ çыншăн мĕнле йывăр пулнине эпĕ пуçласа туйса илтĕм.
Ирпе кăна, кăшт çывăрса кайсан, тĕлĕк курнă. Çул çинче кашни çынах тăван килне тĕлĕкре час-часах курать. «Çамрăк чухне курнă нумай тĕлĕксем тахçанчченех пуçран тухмаççĕ», _ тенине эпĕ таçта вуланăччĕ.
Калаçма юратакан Витя та тĕлĕк курнă. Вăл хавхаланса тĕлĕкĕ çинчен каласа парать: «Каçхине ялта пулнă пек. Кулине аппан Толипе иксĕмĕр Трифонсен урамне кайнă. Унта эпир çара уран чупса тем хулăнăш тусана мăкăрлантаратпăр»… Трифон тĕлĕке каласа пĕтерме памарĕ: «Ан суй-ха, Витали! Пирĕн симĕс урамра мĕнле тусан курнă вара эсĕ;» _ терĕ вăл. Витя татах Анисим пиччесен сад пахчине кĕни çинчен каласа пама пуçласан Трифон: «Мĕнле маттур эсир, хуçи йĕмсене антарса вĕлтренпе ăшаларĕ-и;» _ тесен, тек сăмах чĕнмерĕ.
«Ан вăрçăр ĕнтĕ Витьăна, суйтăр кăштах, пире итлесе пыма питĕ кăмăллă», _ тетĕп эпĕ, ун хутне кĕрсе. Тĕлĕнмелли, çĕнни çул çинче темĕн чухлех.
Урал тăвĕн тавралăхĕ те пире хă-йĕн ытарлăхĕпе тыткăна илет. Пирĕн поезд чăнкă та çÿллĕ капмар тусен çумĕпе чупать. Вĕсем çине пăхсан сăртăн улăпла кÿлеписем пирĕн çине халь-халь ишĕлсе анассăн туйăнаççĕ. Ту витĕр шăтарса тунă чугун çулпа поездсем калле-малле вĕçеççĕ. Кашни станцине поезд чарăнсанах эпир вокзал лапамне сиксе анатпăр, çĕнĕ вырăнпа паллашатпăр.
Акă Курган хули. Кунта та йывăçран пураса тунă чугун çул вокзалĕ. Перрон хĕррипе вырнаçтарса тухнă çамрăк слонсен кĕлеткисем тĕлĕнмелле мăнаçлă. Вĕсем пурте хыçалти урисем çине тăрса çулçÿревçĕсене салалманă пекех туйăнаççĕ. Темшĕн вĕсене пурне те симĕс тĕслĕ сăрăпа сăрланă.
Омск хулине çитни те асăмрах. Кунта перрон хĕррипе хĕрсен илемлĕ кĕлеткисене вырнаçтарнă. Вĕсен аллинче çурлапа вырса çыхнă сарă тĕслĕ тулă кĕлтисем. «Çăкăртан асли çук», _ тенĕ ваттисен сăмахне аса илтереççĕ вĕсем. Омск хули хыçала юлсан симĕс тавралăх улшăнса анлă çеçен хир пуçланчĕ. Эпир, вăрман хÿт- тинче ÿснĕскерсем, аякрине курма хăнăхман. Кунта çеçен хирĕн пуçламăшĕ те, вĕçĕ те курăнмасть. Ăшчик- ре халиччен пулман туйăм çуралать.
Пĕтĕм тавралăх сарăрах тĕслĕ. Çумăр сахал çунипе ÿсен-тăрансем типсе хăрнă.
Çеçен хир çуркуннепе çу пуçламăшĕнче çав тери хитре, капăр. Çывăхран пăхсан пĕтĕм тавралăх чечен симĕс, аякран тĕксĕм кăвак курăнса выртать. Симĕс курăк хушшинче хитре чечексем çеçкисене çурса ярсан, хир вара татах та илемлĕрех курăнса каять. Кунта утма çулсемпе сукмаксем курăнмаççĕ, пĕтĕм çеçен хир _ çул. Кунта йывăçсем те, тĕмĕ таврашĕ те çук. Мĕлке тĕнчи валли кунта вырăн çук. Тавралăхра шăплăх хуçаланать. Пирĕн поезд кăна кăлтăртатса сас кăларать.
Тин кăна çамрăксем тунсăха пусарса юрăсем шăрантаратчĕç. Вĕçĕмсĕр çеçен хирĕн пĕрпеклĕхне пăхса ывăнчĕç пулас, шăпланчĕç. Хĕрсем пĕр-пĕринпе шăппăн «пăшăл пăтти» пĕçереççĕ. Кун каç еннелле сулăнчĕ. Вăхăт малаллах шăвать. Хĕвелĕн кустăрми те аякри анăçри çĕрпе пĕлĕт хыçне путса куçран çухалчĕ. Çеçен хир тÿпинче кая юлнă хура çăхансен йышлă мар ушкăнĕ курăнать. Вĕсем хăйсем кăна пĕлекен вырăна çĕр каçма васкамасăр вĕçеççĕ. Тавралăх хăвăрт тĕттĕм- ленчĕ, каç пулчĕ.
Малалли пулать

