Шупашкар хулинче пурӑнакан хӗрарӑмӑн кушакӗ ҫухалнӑ. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Часах хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравласа кушака тупнине пӗлтернӗ, уншӑн укҫа ыйтнӑ. Памасассӑн чӗрчуна ҫывратса ярассипе хӑратнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ҫав ҫын каланӑ счет ҫине виҫӗ хутчен укҫа куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 14 пин тенкӗ. Кун хыҫҫӑн «кушак ҫӑлавҫи» ҫухалнӑ.
Ултавҫӑсенчен шар курнӑ хӗрарӑм полицие кайнӑ. Кушакне те тупайман вӑл, укҫине те ҫухатнӑ.

