Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Мари Эл Республикинчи ӳнерҫӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл «Единство в многообразии» ятлӑ.
Экспозицие пӗтӗмпе 50 ӗҫ вырнаҫтарнӑ. Вӗсене профессионал ӳнерҫӗсем кӑна мар, Мари Элти ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗнчи ҫамрӑк авторсем те ӳкернӗ. Курава килнисем классика живопиҫне тата графикине, иконопиҫе, наци тӗррин япалисене те курма пултараҫҫӗ.

