Шупашкарти биатлон комплексӗнче ҫуллахи биатлон енӗпе Атӑлҫи округӗн чемпионачӗ иртнӗ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уҫнӑ. Вӑл пӗлтӗр хута янӑ спорт объекчӗ хула ҫыннисемпе хӑнасен юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑнине, биатлон кун-ҫулӗ ҫӗнӗрен ҫырӑнма пуҫланине палӑртнӑ.
Турнирта 15-18 ҫулсенчи спортсменсем тӗрлӗ дистанцире тупӑшнӑ. Чӑваш Ен чысне 23 яшпа хӗр хӳтӗленӗ.

