Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 38 вӗренӳ учрежденине тӗпрен ҫӗнетеҫҫӗ.
Правительство ертӳҫи Сергей Артамонов мӗн-пур ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлеме хушнӑ.
Хӑш-пӗр объектра графикран юлса ӗҫлеҫҫӗ. Унти йӗркене депутатсемпе «Народный контроль» тата «Новая школа» парти проекчӗпе килӗшӳллӗн обществӑлла хастарсем тимлеҫҫӗ.
Кӑҫал шкулсене юсама 7 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Вӗренӳре кирлӗ хатӗрсем туянма – тепӗр 300 миллион тенке яхӑн.

