Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене 2027 ҫул тематикине пӗрле суйлама сӗннӗ. Сӗнӳсене йышӑнма пуҫланӑ та ӗнтӗ.
«Сире пуласлӑх соавторӗсем пулма сӗнетӗп. Эсир 2027 ҫулта Чӑваш Еншӗн мӗнле тема пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлатӑр? Паянхи кун пирӗн ҫемьесемшӗн, ачасемшӗн, хуласемпе ялсен аталанӑвӗшӗн мӗн уйрӑмах хаклӑ?» – тесе ҫырнӑ регион ертÿҫи социаллӑ сетьри страницинче.
Чи интереслӗ сӗнӳсене обществӑпа сӳтсе явӗҫ. Пост айне ҫынсем сӗнӳсем ҫырма пуҫланӑ та: Ҫемье йӑлисемпе наставничество ҫулталӑкӗ, СВОна хутшӑнакан салтаксен амӑшӗсемпе арӑмӗсен ҫулталӑкӗ, Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ, Хӑтлӑ картиш ҫулталӑкӗ….
Аса илтеретпӗр, кӑҫал пирӗн республикӑра Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ.

