Шупашкарта икӗ хӗрачапа пӗр каччӑ Мус-кав кӗперӗнчен залива ӳкнӗ.
Ку вырсарникун 17:47 сехетре пулнӑ. 2023 тата 2014 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем тата каччӑ кӗперӗн техэтажӗнчен ӳкнӗ. Вӗсене катамаранпа ярӑнакан ҫын ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ. Хӗрачасене больницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ, каччӑ тарса ҫухалнӑ.

