Сентябрӗн 15-мӗшӗнче Канаш хулинче пурӑнакан Надежда Ильинична Захарова 97 ҫул тултарнине уявланӑ.
Надежда Ильинична Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. 9 класс хыҫҫӑн ӑна колхозран Вӑрнар техникумне агротехника вӗренме янӑ. Виҫӗ ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн дипломлӑ специалист тӑван колхоза агроном пулса ӗҫлеме таврӑннӑ.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫамрӑк ҫитӗннисемпе пӗр тан кашни ӗҫе хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑрман хатӗрлевӗнче ӗҫленӗ.
1950 ҫултанпа Надежда Ильиничнан пурнӑҫӗ Канашпа ҫыхӑннӑ. Кунта вӑл СМК-ра стройкӑра ӗҫленӗ, кондуктор пулнӑ, унтан 26 ҫул 131-мӗш номерлӗ ача садӗнче хуҫалӑх заведующийӗ пулса тимленӗ. Шӑпах ҫакӑнтан тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Унӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ – 42 ҫул. Упӑшкипе пӗрле вӗсем тӑватӑ ача ҫитӗнтернӗ.
Надежда Ильиничнӑна ҫуралнӑ кунпа чӗререн саламлатпӑр! Ҫирӗп сывлӑх, чун ӑшши, телей тата ырлӑх сунатпӑр!

