Ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем вӑрманта ҫухалса кайнӑ 14 ҫынна пулӑшнӑ. Ҫакӑн ҫинчен МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтерет.
Ҫак ҫынсем ҫырла-кӑмпа пуҫтарнӑ е уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ҫухалса кайнӑ. Анчах каялла тухмалли ҫула хӑйсем тӗллӗн тупайман. Ҫӑлавҫӑсем тимлӗ пулмаллине асӑрхаттараҫҫӗ. Вӑрмана каяссине ҫывӑх ҫынсене пӗлтермелле, пӗрле тулли зарядлӑ телефон илмелле. Ҫутӑ тум тӑхӑнма та манмалла мар. Вӑрманта ориентирсене астуса юлма тӑрӑшмалла. Ҫухалса кайсан ҫийӗнчех 112 номерпе шӑнкӑравламалла.

