«Чӑваш вӑрманӗ» Кӑмпа фестивальне ирттерме хатӗрленет. «Лӑпкӑ сунара» юратакансене авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ округӗнчи Муллино поселокӗнчи «Ҫӑка ӗшни» уҫланкӑра кӗтеҫҫӗ. Уяв 14 сехетре пуҫланӗ.
Фестиваль программинче:
— кӑмпа пуҫтарасси,
— тематика конкурсӗсем,
— «Кӑмпа Оскарӗпе» чыслани,
— чӗрӗ тата маринадланӑ кӑмпа, вӑрман пылӗ, ҫырла, курӑк чейӗ, асӑнмалӑх сувенирсем сутакан ярмӑрккӑ,
— юрӑ-ташӑ коллективӗсен концерчӗ,
— халӑх вӑййисем,
— ӑсталӑх класӗсем,
— юмахсенчи сӑнарсемпе йӗркеленӗ фотосесси.

